Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗн аталанӑвӗн планне йӗркелеме пулӑшма Чӑваш Ен хатӗр

Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗн  аталанӑвӗн планне йӗркелеме пулӑшма Чӑваш Ен хатӗр

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округӑн пуҫлӑхӗпе Алексей Кичигинпа суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗшӳ туса алӑ пуснӑ чухне палӑртнӑ.

Олег Николаев Президент хушӑвӗпе территорие аталантармалли пысӑк динамикӑпа тивӗҫтерес тӗллеве палӑртнӑ: «Кунта та эпир пулӑшу, ӗҫ процессӗсене хутшӑнса мероприятисене йӗркелеме хатӗр. Пирӗн тӗллев Бердянск округне ҫитес 6 ҫул валли аталантармалли комплекслӑ план йӗркелесси. Ҫакӑн пек документ округӑн пур енне те ӳсӗмӗпе тивӗҫтерме витӗм кӳмелле. Ултӑ ҫуллӑх цикл вӗҫленнӗ тӗле Раҫҫейӗпе вӑтаммисем таран пурнӑҫ стандарчӗсене  тивӗҫтермелле тумалла. Культура ҫурчӗсем, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тата предприятисем ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем  ҫынсене валли йӗркелесе пама витӗм кӳмелле,  бюджета йӗркелесе пыма та пулӑшмалла.   Ҫапла пирӗн ӗҫ-пуҫа йӗркелемелле тата кирлӗ мӗнпур хӑй тытӑмлӑха тивӗҫтермелле», тенӗ Пуҫлӑх.

Республикӑри шеф пулӑшӑвӗ тата ятарлӑ инфраструктура проекчӗ шайӗнче пӗтӗмпе 2024 ҫул валли Бердянск округӗнче 12 объектра юсав ӗҫӗсем пӑхса хӑварнӑ. Ку вӑл 3  ял тӑрӑхӗнче  ӑшӑпа тивӗҫтермелли котельнӑйсене юсаса тӗпрен ҫӗнетесси,  шыв башнисене юсаса хута ярасси тата ытти те.

Бердянск округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев Олег Николаев пулнӑ май,  Андреевка поселокӗнче Луначарский салинче  8 № -лӗ шкулта  ӑшӑпа тивӗҫтермелли котельнӑй ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ.  Унтах вӑл ялти культура ҫуртне ҫитсе курнӑ, унти юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ.

«Облаҫра та, муниципалитет округӗнче те куҫ кӗретех улшӑнусем пурри курӑнать. Вӗсем пур енӗпе те улшӑнса пыни, эпир пӗрле туслӑ ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.  Пӗтӗмӗшле илсен те кулленхи чӗрӗлӗх палӑрать. Ку вара территорири пурнӑҫ аталанӑвӗн питӗ лайӑх кӑтартӑвӗ. Бердянск округӗнче нумай ыйту татса патӑмӑр, вӗсем: юсаса ҫӗнетнӗ объектсем,  пӗр-пӗринпе курса калаҫни, паха ӗҫ оычӗпе паллашни, пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ тӗлпулусем ирттерни, ҫӗнӗ объектсем хута яни», тенӗ вӑл.

2025 ҫулта Чӑваш Республики Бердянск хулинчи зоологи клубӗн ҫуртне, шкулсене юсама палӑртнӑ. Культура ҫурчӗсене, мобильлӗ спорт комплексне тӑвассисем те планра пур.

Бердянск муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Кичигин Чӑваш Республики пулӑшнипе курӑмлӑ кӑтартусем пуррине  тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

«Республикӑн  ырӑ кӑмӑллӑхне тепӗр хут палӑртса калас килет.   Регион яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине палӑртмалла. Эпир округӑн стратегиллӗ аталанӑвне те, ытти енсене те, сӑмахран, культура объекчӗсене, спорт, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлав объекчӗсене тӑвассине те сӳтсе яврӑмӑр. Ҫавӑнпа та ҫынсем пурнӑҫри курӑмлӑ улшӑнусене туйса пыраҫҫӗ. Нумайӑшӗ Чӑваш Енпе паллашать», тенӗ вӑл.



14 октября 2024
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter