Вулавӑшсем халӑхӑн ӑс-тӑнне пуянлатма витӗм кӳреҫҫӗ

Вулавӑшсем халӑхӑн ӑс-тӑнне пуянлатма витӗм кӳреҫҫӗ

 «Библиотекӑсем пурнӑҫра пысӑкрах вырӑн йышӑнма тытӑнаҫҫӗ, уйрӑмах эпир ҫӗнӗрен форматпа хута янисем – кунта ҫитӗнекен ӑрупа та, ҫамрӑк ҫемьесемпе  хастар ӗҫ пырать. Вӗсен тӗрлӗ енлӗ ӗҫлеме пултарнине шута илсе вӑй ҫитнӗ таран пулӗ тесе шутлатӑп, ҫӗнӗ литература пухмалла, информацие ҫынсем патне ҫитермелле, ҫав шутра тӗрлӗ формӑсем урлӑ та обществӑлла пурнӑҫра вӗсен пӗлтерӗшне ӳстерсе пыма тӑрӑшмалла. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи пек  пулсан та аван.   Хӑш-пӗр самантсене эпир тимлӗх ытларах уйӑрманни те ссисӗнкелерӗ пулӗ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев террора хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен  комиссийӗн ларӑвӗнче.

Терроризм идеологине хирӗҫ тӑмалли Комплекслӑ плана пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхӗ пирки анлӑн ыйтӑва пӑхса тухнӑ, информаци уҫлӑхне терроризм идеологине, неонацизм идейисене тата тӗрлӗ деструктивлӑ юхӑмсем, сепаратизм, национализм  сарӑласран сыхланмалли ӗҫ-хӗле лайӑхлатассине палӑртнӑ, хӑш-пӗр самантсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. 

Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Казакова Комплекслӑ плана пурнӑҫланӑ май вулавӑшсен ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнине хыпарланӑ.  Библиотекӑсем валли ҫакӑн пек документсемпе ӗҫлемелли технологисем хатӗрленине,  усал хыпарсем сарӑласран специалистсем кулленех сыхӑ тӑнине те асӑннӑ вӑл.

Чӑваш Ен Культура министерстви сепаратизма, национализма, экстремистла ҫул-йӗре хирӗҫ пыракан преступленисене хирӗҫ пыракан лару-тӑрӑвӑн мониторингне ҫирӗп йӗркелесе пынине пӗлтернӗ.  Террористла тата экстремизмла хастарлӑх хӑрушлӑхне чакарас, нацисен хушшинчи хирӗҫӳсем  ан пулчӗр тесе  наци тата тӗн хутлӑхӗнчи процессене кулленех тарӑн тишкерсе пынине те каланӑ вӑл.   Ҫамрӑксемпе тӑтӑшах вулавӑшсенче ӗҫлекенсем профилактика ӗҫӗсене йӗркелесе пынине тепӗр хут палӑртса каланӑ министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан.

Сӑмах май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мигрантсем пирки те чарӑнса тӑнӑ, хӑш-пӗр самантсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрма каланӑ, пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратма юраманнине асӑннӑ.   «Пирӗн те ҫакна шута илмелле, тӳрех диаспора ӗҫне тӗпе хумалла. Миграци политики улшӑнса пырать, эпир ӑна туятпӑр. Вӑл халӗ те ӑнланмалла тата ҫирӗплӗхе тивӗҫтерекен ҫителӗклӗ, енчен те ӑна тӗплӗ пӑхӑнсан, анчах та пирӗн федераци саккунӗсен ҫӗнӗ йышӑнӑвӗсене  тӗпе хурса, хамӑр ӗҫсене йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла.  Пирӗн ӗҫпе тивӗҫтерекен организацисемпе тата диаспорсемпе кулленех тпачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле»,  тесе тепӗр кун ҫирӗппӗн каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Кун йӗркипе килӗшӳллӗн, комисси ларӑвӗнче муниципаллӑ йӗркеленӳсен терроризмпа хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен комиссийӗсен ӗҫӗсене тишкернӗ,  Чӑваш Республикинчи АТК йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлассине, НАК председателӗн уставӗсене, терроризма профилактика енӗпе хирӗҫ тӑмалли субъектсен приоритетлӑ  тӗллевӗсене тарӑн пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Республикинче АТК йышӑнӑвӗсене хӑш-пӗр муниципалитетсенче вӑхӑтра тата  туллин пурнӑҫламаннине асӑннӑ.  НАК председателӗ палӑртнӑ мерӑсене пахалӑх енчен ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пырайманнине те каласа хӑварнӑ ларӑва пухӑннисем.  Комисси йышӑнӑвӗсене пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа Пӑрачкав, Вӑрмар, Етӗрне округӗсенчи, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи должноҫри 16 ҫынна дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.



16 октября 2024
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter