Чӑваш Ене Белгород тата Курск облаҫӗсенчен 41 ҫын килсе ҫитнӗ

 Курск облаҫӗн территорийӗнчен Чӑваш Ене 36 ҫын килсе ҫитнӗ, ҫав шутра 16 ача, Белгород облаҫӗнчен – 5 ҫын, ҫав шутра 1 ача. Курск облаҫӗнчен килнӗ граждансен йышӗнчи 15 ҫынна ҫемье  йышне  кура хваттер евӗр номерсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтарса, кирлӗ пек хӑтлӑ условисем  туса панӑ.

 «Курск тата Белгород облаҫӗсен территорийӗсенче  пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру пирки Чӑваш Ен  инкеке лекнисене йышӑнма килӗшнӗ.  Ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн йышӑнӑвӗпе санаторисенчен пӗрин базинче  ҫынсене вӑхӑтлӑх пӳлӗмсем памалла тунӑ.  Пӳлӗмсенче шыв, ӑшӑ, свет пур.   Кунне ҫынсене  виҫӗ хутчен апатлантараҫҫӗ», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен Патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче.  Палӑртса хӑваратпӑр, яланхиллех ларӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йӗркелесе ертсе пынӑ.

Пӗтӗмпе республикӑра куҫса килнӗ ҫынсем валли вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли 11 пункт хатӗрлесе тӑратнӑ,  пӗтӗмпе 1289 ҫын  валли хӑтлӑ условисем туса панӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитет тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен мӗнпур палӑртнӑ организацисенче кирлӗ пек условисене хатӗрлеме чӗнсе каланӑ.  Ӑшӑтмалли тата апатлантармалли пунктсем кулленех хатӗр пулмаллине те асӑрхаттарнӑ Пуҫлӑх сӑмаха малалла тӑснӑ май. Юлашкисене кӗрхи-хӗллехи тапхӑрта ҫулсем ҫинче  ятарлӑ пунктсенче вырнаҫтарӗҫ, ӑна валли 59 пункт пӑхса хунӑ, унта 4546 ҫын валли условисем хатӗрлесе тӑратмалла. 34 пункчӗ – федераци тата регионсен хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем ҫинче, 25-шӗ муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем ҫинче пуласси паллӑ.

«Эпир сирӗнпе  паха ӗҫ опычӗпе палӑрса тӑратпӑр. Пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратма никамӑн та ирӗк пулмалла мар. Мӗнпур ҫӗрте яланах йӗрке хуҫаланмалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев.



17 октября 2024
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter