«Ӑслӑ хула» тата «ЖКХ тата коммуналлӑ инфраструктура управленийӗ» харӑсах икӗ цифра платформисене саккас параканӗ – Чӑваш Ен, Раҫҫейри пӗртен-пӗр регион

«Ӑслӑ хула» тата «ЖКХ тата коммуналлӑ инфраструктура управленийӗ» харӑсах икӗ цифра платформисене саккас параканӗ – Чӑваш Ен, Раҫҫейри пӗртен-пӗр регион

 Цифра платформисем хулан инфратытӑмне аталанса пыма витӗм кӳреҫҫӗ.  Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтерессинче те  самаях пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.  Граждансен пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пыма та май парасси куҫ кӗретех.

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев экономикӑпа социаллӑ сферӑна, патшалӑх управленине цифра трансформацийӗ ҫине куҫарса пырассипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ.

«Кун пек цифра платформисене ытти ведомство пайӗсене те тивӗҫтерме хатӗр.  Регион пӗрлешӗвне, федераци шайӗнчи ӗҫчешсене те хамӑрӑн паха ӗҫ опычӗпе паллаштарма пултарайратпӑр.  Тепӗр тесен, проекта анлӑрах сарас тесессӗн, Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсем патне те илсе ҫитерме хавас.  Пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртме ҫӗршыври 20 регион  ытла кӑмӑл тунӑ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫакнашкал платформӑсен ӗҫне пуҫарса яни, ҫынсене туххӑмрах кирлӗ пек мӗнпур ӗҫсене хутшӑнма, кӑмӑл-туйӑма та палӑртса пыма май панине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Республика пурнӑҫне хутшӑнас текенсене пӗр чӑмӑра пухса, кашнин шухӑш-кӑмӑлне те пӗлме меллӗ пуласси куҫ кӗретех пулӗ.  

«Цифрӑллӑ трансформаципе эпир  пӗр ҫул кӑна ӗҫлеместпӗр.  Информациллӗ тытӑма йӗркелесе ярассипе те чылай ӗҫ туса ирттернӗ.  Тӗрӗ платформӑсене пуҫарса йӗркелесе яни, сервиссене хатӗрлесе тӑратни – нумай ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерме май парать.   Усӑ курӑнакан рессурсен тухӑҫлӑхӗ пысӑк пулни те куҫ кӗретех.  Укҫа-тенкӗ кӑна перкетленместь,  кӗске вӑхӑт хушшинчех ҫынсем хӑйсене кирлӗ мӗнпур сервиссемпе усӑ курса тӗрлӗ ыйтусене татса парайраҫҫӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов сӑмаха малалла тӑснӑ май, «халӑх тӗрӗслевӗ» лайӑх ӗҫлесе каяссине  асӑннӑ, ЖКХ пайне, тавралӑха тирпей-илем кӗртессинче, «Ӑслӑ хула» платформӑсемшӗн те уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуласса пӗлтернӗ.  Тепӗр тесен, плана кӗртнӗ ӗҫсем пирки те туххӑмрах вуласа пӗлме пулӗ тенӗ вӑл.  Халӑхӑн пуҫаруллӑ проекчӗсемпе тӗплӗнрех ӗҫлесе пыма май пуласса та шанса каланӑ ведомство ертӳҫи.  Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхпа влаҫ хушшинчи ҫыхӑну тата та лайӑхрах пулассине палӑртнӑ вӑл.  

Пуҫаруллӑ бюджета цифра ҫине куҫарас ӗҫ  республикӑн хӑйне евӗр пурнӑҫланса пырать. Паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн тӗслӗхре тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. «Сервис платформисен йышне ку ӗҫ опытне те кӗртме шутлатпӑр.  «Ӑслӑ хула» ҫӗнӗлӗхе мӗнпур ҫӗршыв шайӗнче анлӑлатса пыма палӑртатпӑр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса  каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май регион Пуҫлӑхӗ.  

 Унсӑр пуҫне 2030 ҫул тӗлне ЖКХ сферинчи инцидентсене туххӑмрах палӑртма тата искусствӑлла интеллекта пула стационарлӑ тата общество транспортӗнче палӑртнӑ камерӑсенчен илнӗ фото-тата видеоматериалсене тишкерме май пулӗ.

  «Ҫакӑн пек технологисене ӗҫе кӗртсе эпир инфраструктура управленине лайӑхлататпӑр кӑна мар, пулӑшу ӗҫӗсен юрӑхлӑхӗпе уҫӑмлӑхне те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн тӗллев – хӑтлӑ пурнӑҫпа пурӑнма тата граждансене тирпей-илем кӗртес ыйтусене хастар хутшӑнма хальхи условисем туса парасси», – тесе каланӑ министр.

 Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Михайлик Чӑваш Республики ҫак платформӑсене туса хурас енӗпе питӗ ҫӑмӑл мар тӗллеве хӑй ҫине илме килӗшнӗшӗн Олег Николаева тав тунӑ: «Ку вӑл ҫав тери пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ пулнине пурте курчӗҫ пулӗ тетӗп. «Ӑслӑ хула» обществӑна, пин-пин ҫынна витӗм кӳрет. Ҫакӑн пек платформа – чи пӗчӗк хулана, поселока тата ял тӑрӑхне те хӑйсем мӗн тума палӑртнине пурнӑҫлама, граждансемпе ҫыхӑну тытмалли пӗртен-пӗр лайӑх май. Укҫа-тенкӗ те кӑлӑхах тӑкакланмӗ.  Финанспа тӗрӗс пӗлсе усӑ курма май парать. Пирӗн сирӗнпе 2030 ҫулччен 20 млн ытла ҫынна пахалӑхлӑ коммуналлӑ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтермелле. 2 пин ытла объекта ҫӗнетмелле, ресурспа энергетика тухӑҫлӑхне тивӗҫтермелле. Ҫак  тӗлевсем пурте ҫак платформӑра паллӑ», – тенӗ.

 «Ҫак платформӑсенче эпир муниципалитетсемпе ресурссем валли актуаллӑ тата хальхи хатӗрсем паратпӑр, вӗсем пурте пӗр евӗрлӗ тата май пур таран тухӑҫлӑ ӗҫлеччӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫак проектсен тӗп шухӑшӗ – граждансемпе хутшӑнса ӗҫлемелли чи ансат хатӗр парасси тата  укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗн тӗрӗс пӗлсе усӑ курса пыма вӗрентсе пырасси.  2026 ҫулччен пирӗн ҫирӗп тата технологи тӗлӗшӗнчен ҫырса кӑтартнӑ платформӑсем  йӗркелесе пуҫарса ӗҫлеттерсе ямалла»,  –  тесе каланӑ  «Ӑслӑ хула» АНО компетенцисен центрӗн эксперт канашӗн председателӗ Анатолий Курманов.

Ыйтӑва сӳтсе явнӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен муниципаллӑ тата хула округӗсен администрацийӗсене регионти отрасль цифра платформисене хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнӗсене яваплӑ специалистсене кӗртме хушнӑ.



18 октября 2024
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter