Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫул-йӗр отраслӗ – кирлӗрен те кирлӗ сфера, вӑл хуласемпе ялсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тивӗҫтерет, экономикӑна аталантарма тата ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать.
Чӑваш Республики «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне хастар хутшӑнать, ҫавна пула Чӑваш Ен командине ҫул-йӗр наци проекчӗн мероприятийӗсене хастарлӑн пурнӑҫланӑшӑн «Ӳсӗмсемшӗн» дипломпа чысланӑ, ҫакӑ сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗре тата професси ӑсталӑхне ӗненмелле ҫирӗплетет.
Тӑватӑ ҫул хушшинче, 2020 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулхи тапхӑрта, республикӑра 2 пин ҫухрӑм ҫул-йӗре, 17 кӗперпе путепровода юсанӑ, 68 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула ҫутӑпа тивӗҫтернӗ.
2024 ҫулта ҫул-йӗре аталантармалли наци проекчӗн шайӗнче 50 объектра ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен 28-ӗшӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, халӗ туса пӗтернӗ ытти объектсене йышӑнас тапхӑр пырать. Ҫул-йӗре хытӑ сийпе витнин кӑтартӑвӗ 90 процентпа танлашать.
Ҫул-йӗр отраслӗнче ӗҫлеме ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхпа пысӑк пӗлӳлӗх кӑна мар, ҫавӑн пекех тӑрӑшулӑхпа чӑтӑмлӑх, ӗҫченлӗх кирлӗ. Эсир ҫул ҫинчи ҫӳрев хӑрушлӑхсӑр тата меллӗ пулнӑшӑн явап тытатӑр. Сиртен кашнинех ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тата тӑван ҫӗре лайӑхрах тӑвассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Юратнӑ ӗҫре нумай ҫул вӑй хунӑ тата ҫул-йӗр ӗҫченӗсен тивӗҫлӗ пӗр ӑрӑвне кӑна мар пӑхса ҫитӗтернӗ отрасль ветеранӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем.
Малта пысӑк тӗллевсемпе плансем нумай. Эпир сирӗнпе пӗрле вӗсене, транспорт тытӑмне лайӑхлатса пырса, хальхи технологисене ӗҫе кӗртсе тата сервис шайне ӳстерсе тӑрса, пурне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Сире хӑвӑрӑн пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.