Промышленноҫ производствин 2024 ҫулхи 9 уйӑхри ӳсӗмӗпе Чӑваш Ен ПФО-ра 1-мӗш вырӑнта тӑрать
Кун пек кӑтартусем пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин вице-премьерӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, промышленноҫ производствин индексӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ӳснӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 19% нумай пулнине хыпарланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи субьекчӗсем хушшинче Чӑваш Республики пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. Ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй производствӑна тиесе ӑсатнӑ таварсен калӑпӑшӗ 34% чухлӗ, вӑл 403 млрд тенкӗпе танлашнӑ тесе ырӑ хыпара пӗлтенрнӗ вӑл.
Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствин ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, «Строительство» ӗҫ-хӗл тӗсӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ 38,1 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫӑл куҫсен шучӗпе 587,6 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута яма палӑртса хунӑ.
Унсӑр пуҫне 23% пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен шучӗ ӳснӗ, 20,2% – уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫин шайӗ хӑпарнӑ.
Ӗҫсӗр граждансен йышне чакарасси малалла пырать – пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑрта 3233 ҫын пулнӑ пулсан, кӑҫал 2025 ҫынпа танлашать. Ҫав вӑхӑтрах организацисемпе предприятисене 10,9 пин ҫын кирлӗ, пӗлтӗрхи ҫул ҫак тапхӑрта 13 пин таран ҫын ҫитменни курӑннӑ.