Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Ялти чи лайӑххисем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултаруллӑхӗн III-мӗш конкурсне пӗтӗмлетнӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Ялти чи лайӑххисем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултаруллӑхӗн III-мӗш конкурсне пӗтӗмлетнӗ

Ӑмӑртӑва кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. 2022  ҫулхи кӑтартупа танлаштарсан, мероприятине хутшӑнма кӑмӑл тунисен йышӗ  1,5 хут ӳснӗ,  3168  ҫынпа танлашнӑ.  Юрӑ-ташӑра, тӗрлӗ сӑвӑсемпе калавсенче, социаллӑ сетсенче конкурса хутшӑннисем хӑйсен пултаруллӑхӗсемпе паллаштарнӑ, ял пурнӑҫӗ ҫав тери лайӑх пулнине ҫирӗплетнӗ. Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкне тӗпе хурса, Чӑваш Енри Экологи ҫулӗпе тӳр килтерсе конкурса хутшӑннисем ҫав тери кӑсӑклӑ материалсем хатӗрленӗ, ҫемье ӑнлавӗ пирки тарӑн шухӑша каласа кӑтартнӑ.

Ку хутӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округри 7-мӗш -лӗ ача садӗчи шӑпӑрлансем тивӗҫнӗ.  Вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ҫӗр пин тенкӗ илме май паракан сертификата парса чыс тунӑ.  Учрежденире вӑй хуракансем вӑл парнепе агролабораторине кирлӗ пек ятарлӑ хатӗрсемпе пуянлатайраҫҫӗ.

Пурӗ 27 номинацире 39 ача ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, призӗрсен ятне 41 ача ҫӗнсе илнӗ.  Вӗсенчен кашни диплома тата сумлӑ парнене тивӗҫлӗ пулнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапларах палӑртса каланӑ: «Ҫакӑн евӗр пысӑк мероприятине кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелесе ирттерни, паллӑ пулӑм йӑлана кӗрсе пынине ҫирӗплетет.  Уяв ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ умӗн иртни ял пурнӗҫне тата та лайӑхрах ҫутатса пама витӗм кӳрет», – тенӗ.   

Паянхи пурнӑҫ таппинче 35 процент ытла ҫын ял тӑрӑхӗнче пурнӑнать.  Вӗсем шӑпах та, ял пурнӑҫне, чӑвашсен йӑли-йӗркине тытса пыраҫҫӗ.  «Ялти чи лайӑххисем» ӑмӑрту ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, тавра-курӑмлӑха ӳстерме май парать, ял пурнӑҫӗ питех те лайӑх пулнине тепӗр хут ҫирӗплетет.

Ял пурнӑҫӗ хуларинчен пӗрре те япӑх мар.  РФ Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе, ялта пурӑнакансене валли кулленех хӑтлӑ условисем йӗркелесе параҫҫӗ.  Ҫултан-ҫул ялти шкулсем, вӗренӳ учрежденийӗсем, пӗр сӑмахпа каласан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем илемленсе ҫӗнелсе пыни те куҫ кӗретех.  Инфратытӑм тӗпрен улшӑнса пырать.  Ялта тепӗр тесен, пурӑнма лайӑх, сывлӑш уҫӑ, условисем хуларинчен пӗрре те кая мар, мӗнпур ҫӗрте те каҫ кӳлӗм шӑплӑх хуҫаланать.

Мероприяти йӗркелӳҫисем Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви, Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви, республикӑри муниципаллӑ округсен администрацийӗсем, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» пулнӑ.  

«Паллӑ пулӑм ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма май парать, патриотизм туйӑмне аталантарма пулӑшать,  тӑван чӗлхене ӑша хывма, ашшӗ-амӑшне хисеплеме, Тӑван ҫӗршывӑмӑра парӑнса пурӑнма вӗрентет», –  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ вице-премьер – Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.    



21 октября 2024
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter