Чӑваш Енӗн харпӑр хӑй тупӑшӗ 2025 ҫулта 10 млрд тенкӗлӗх ӳсме пултарӗ

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗпе ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Ларӑва пухӑннисем «анлӑ правительство» форматпа республика бюджечӗн 2025 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2026 тата 2027 ҫулсенчи тапхӑрти проекта сӳтсе явнӑ.

Документра республика бюджечӗн тупӑшӗсене 2025 ҫулта 2024 ҫулхи чи малтан ҫирӗплетнӗ планӑн шайне ӳснипе 95,3 млрд тенкӗ калӑпӑшӗпе 6,4%  хӑпарнине паллӑ тӑваҫҫӗ.  Ҫав вӑхӑтрах 10 млрд ытла тенкӗлӗх (23,1%) харпӑр (налук тата налук мар) тупӑш ӳснӗ, вӗсене 64,6 млрд тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех федерацин калӑпӑшлӑ укҫа-тенкин хушма хатӗрӗсене те 11,1 млрд тенке яхӑн хывнӑ, вӗсене республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫлама явӑҫтараҫҫӗ, шкулсене концесси килӗшӗвӗсем шайӗнче тӑвасси, ҫӳп-ҫап сортировка комплексӗсем йӗркелесси тата общество транспортне аталантарасси.

«Ҫӗршыври регионсен федераци субсидийӗсем тӑрӑх тулли информаци ҫук пулин те, бюджет проектӗнче республика аталанӑвӗн приоритечӗсемпе курӑмне паянах унӑн финанспа тивӗҫтересси енчен йӗрлесе пыратпӑр»,  - тесе палӑртса каланӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, паянлӑха регионсем валли федераци бюджечӗн проекчӗпе бюджет хушшинчи трансфертсен 12,5% кӑна пайланӑ: «Ҫавӑнпа эпир дотацисене те, тӗллевлӗ трансфертсене те курмастпӑр. Ҫавӑнпа та, саккун проектне пирӗн  ҫирӗп пӑхса тухса, ытти ҫулхисемпе танлаштарса, кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑвармалла», – тенӗ.

Бюджет проектӗнчи тӑкаксене 97,1 млрд тенкӗ тесе палӑтнӑ, 60,7% (59 млрд тенкӗ) вӗсенчен социаллӑ культура сферине ярӗҫ. Чи пысӑк укҫа-тенке вӗренӳ валли – 27,8 млрд тата социаллӑ политика валли – 19,8 млрд, наци экономикине – 17,6 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

 «Республика бюджечӗн проектӗнче экономика отраслӗсене аталантарма пӗтӗмпе 19,5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ку вӑл 2024 ҫулхи малтанхи бюджетринчен 1,8 млрд тенкӗ е 10,2% нумайрах», –  тесе асӑнса хӑварнӑ финанс министрӗ Михаил Ноздряков. Вӑл пӗтӗмӗшле суммӑран 4,9 млрд тенкине ҫурт-йӗр строительствин программисене пурнӑҫлама яма палӑртнине, 9,9 млрд тенке – ҫул-йӗр тата транспорт хуҫалӑхне аталантарма, 3,5 млрд тенке – АПК, 644,3 млн тенке – промышленноҫпа пӗчӗк бизнеса пулӑшма палӑртнине  каланӑ.

Асӑннӑ калӑпӑшсене тепӗр виҫӗ ҫуллӑх валли 2025-2027 ҫулсенчи федераци бюджечӗн проектне иккӗмӗш вулавра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн палӑрмаллах пысӑклатассине те асӑнса хӑварнӑ Чӑваш Ен  Финанс министерствин ертӳҫи.

Бюджетра ҫитес виҫӗ ҫул валли ҫӗнӗ наци проекчӗсен шайӗнче 18 регион проектне пурнӑҫлама 17,6 млрд пӑхса хӑварнӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пыма кирлӗ пек мӗнпур укҫа-тенкӗне пӑхса хӑварма шутлаҫҫӗ.



22 октября 2024
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter