Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫул-йӗр отраслӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем икӗ хут ӳснине палӑртнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫул-йӗр отраслӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем икӗ хут ӳснине палӑртнӑ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунне халалласа ирттернӗ торжествӑлла мероприятинче палӑнртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче ҫул-йӗр отрасльне укҫа-тенкӗ парса тивӗҫтерессин кӑтартӑвне 50 процента яхӑн ӳстерме пултартӑмӑр.  Строительство монтаж ӗҫӗсене икӗ хут ытларах пурнӑҫлама та май килчӗ.    Шупашкар агломерацине тӗпе хурса, хулари ҫулсенчен 85 процентне тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ.  Регион шайӗнчи ҫул-йӗрсенчен 47,6 процента яхӑн автомашина ҫулӗсене юсаса ҫӗнетнӗ.  Уйрӑмах юлашки ҫулсенче ял тӑрӑхӗсенчи ҫулсене тирпейлесси ҫине пысӑк  тимлӗх уйӑрни куҫ кӗретех.  Калӑпӑш та пӗчӗкех мар, вӑл 10 пин ҫухрӑмпа танлашать. Республика 153 троллейбус туяннӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ маршрутсене тухнӑ та ӗнтӗ. Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ пӗтӗмпех ҫӗнелчӗ, Шупашкарпа спутник хула хушшинче муниципалитетсем хушшинчи маршрут хута кайрӗ»,  тенӗ вӑл.

Регион управленийӗн Центрне пула вара, граждансен ыйтӑвӗсене  социаллӑ сетьсем урлӑ мӗн пур ҫаврӑнӑшне тимлӗхе илеҫҫӗ, вӗсене туххӑмрах хурав парассишӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.  Халӑхӑн ыйтӑвӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑри куҫ кӗретех, вӑхӑтра тата туллин татса пани  никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетес ӗҫ те вӗҫленсе пырать.  Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен карапсен ҫӗнӗ маршручӗсене уҫнӑ, вӗсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.  Ҫитӗнӳсем пирӗн ҫук мар, малашне те пысӑк кӑтартусемпе палӑрассишӗн ырми-канми тӑрӑшма тивет.

Республика Ертӳҫи пухӑннисене саламласа отрасльти чи лайӑх специалистсене наградӑсем парса чысланӑ.

Транспорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин, «АвтоУспех» ООО директорӗ Валентина Петрова, «Промэнерго» ЗАО водителӗ-экспедиторӗ Александр Федосеев тата Чӑваш Енӗн патшалӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерекен Республика службин видителӗ Анатолий Балакиров тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ ята «Канаш автовокзалӗ» АО  тӗп бухгалтерӗ Елена Тарасова ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тав сӑмахӗпе сехетне 11 ҫынна парса хавхалантарнӑ.

«Транспорт комплексӗн пуласлӑхӗ отрасльте ӗҫлекен кашни ҫыннӑн професси ӑсталӑхӗнчен, унӑн пысӑк яваплӑхӗнчен тата кӑткӑс ыйтусене татса пама пӗлнинчен килет. Сире пула ҫулсем лайӑхланса пыраҫҫӗ, ҫынсен пурнӑҫӗ вара  ырӑ еннелле улшӑнса пырать»,  тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Максим Петров.



25 октября 2024
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter