Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе ПСБ Председателӗ пуласлӑхри ӗҫсем пирки сӳтсе явнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе ПСБ Председателӗ  пуласлӑхри ӗҫсем пирки сӳтсе явнӑ

«Юлашки ҫулсенче ПСБ чӑнласах та, Чӑваш Республикишӗн пӗлтерӗшлӗ партнер пулса тӑчӗ. Кун пирки пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем те пӗрре мар ҫирӗплетсе калаҫҫӗ. Пӗрле канашласа регионшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр.  Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар ӗҫлени куҫ кӗретех.  Экономика форумне йӗркелеме те чылай тӗрев парать банк. Промышленноҫа аталантарса пырассинче те вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.  Пӗр сӑмахпа каласан, социаллӑ инфратытӑма вӑй илтерсе пырассинче банкӑн витӗмлӗхӗ  пысӑк, наци проекчӗсемпе тӳр килсе тӑракан объектсене хута ярассинче те банк курӑмлӑ ӗҫсем туса парать.  Патшалӑх программипе ӗҫлесе пыракан мӗнпур мероприятисене вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Бизнеса аталантарма, оборонӑпа промышленноҫ комплексне хӑватлӑн вӑй илсе пыма тӗрев пани те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ПСБ банкӑн Председателӗпе Петр Фрадковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра.  Уҫӑ калаҫӑва ку хутӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн Председателӗ  Анатолий Аксаков хутшӑннӑ.     

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ОПК ӗҫченӗсем валли ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре республика валли пулӑшу кирлине асӑннӑ. «2024–2027-мӗш ҫул тӗлне эпир пӗтӗмӗшле 115,7 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ 2467 хваттер 9 предприяти ӗҫченӗшӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлине палӑртса хунӑ.  Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромра», «Волжская перекис» предприятисенче тӑрӑшакансекне валли  2139 хваттер,  Шупашкарти  «ЭЛАРА», «Темп», «Каскад», «ЧПО им. Чапаева», ЧЗСА, ВНИИР, «Металлист» предприятисенче тӑрӑшакансене валли 328 хваттер кирлӗ пулать», –  тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Олег Николаев концесси килӗшӗвӗсемпе проекчӗсене  банкпа пӗрле пурнӑҫлама кӑсӑкланнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян Чӑваш Енре виҫӗ шкул тата ҫӳп-ҫап тасатакан  виҫӗ комплекс тума концесси килӗшӗвӗсем пурнӑҫланнине, вӗсенчен пӗрне Канаш округӗнче 2025 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме палӑртнине асӑннӑ. Ҫакӑн пек 14 килӗшӳ шывпа тивӗҫтерессипе, 7 – ӑшӑпа тивӗҫтерес сферӑра пурнӑҫланать. Шупашкар хулинчи «Водоканал» АО-па Улатӑр хулинчи шывпа тивӗҫтермелли объектсем тӗлӗшпе концесси килӗшӗвӗ тӑвас ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ пӗрлехи проектсем пурте экономикӑна аталантарма тата Чӑваш Енри граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшмаллине палӑртнӑ.

 «Паян хускатнӑ ыйтусем регионӑн инвестици тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика сферисене малалла аталантарас тӗлӗшпе Чӑваш Республикин тата банкӑн пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Паянхи кун ПСБ республикӑн регионти инфраструктура пуҫарӑвӗсене пулӑшас ӗҫе хутшӑнать, ҫурт-йӗр строительствине аталантарать. Эпир наци программисемпе те ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, ҫав шутра Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑвасси, предпринимательсем валли ҫӑмӑллӑх кредитчӗсемпе тивӗҫтересси тата ытти те.  Регионта спорт проекчӗсене аталантарма палӑртнӑ», – тесе каланӑ  ПСБ Председателӗ Петр Фрадков.

Олег Николаевпа Петр Фрадков Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӗн членӗпе, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн попечительсен канашӗн председателӗпе, Чӑваш Республикин ҫӑмӑл атлетика Федерацийӗн ертӳҫипе Владислав Антоновпа тӗлпулу ирттернӗ, унта ача-пӑчапа ҫамрӑксен тата массӑллӑ спорт шайӗнче регионти ҫӑмӑл атлетикӑна аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Спорт инфратытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинче ҫӑмӑл атлетика йӑлана кӗнине, спортри вӑйлӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри пулнине тата унпа  кӑсӑкланса, спортри ӳсӗмсене 40 пин ытла ҫын лайӑхлатса пыма тӑрӑшнине хыпарланӑ.  «Эпир Чӑваш Ен представителӗсен  ӗлӗкхи чапне, ҫитӗнӗвӗсене  малалла та ӳстерсе пыма витӗм кӳрӗпӗр», – тенӗ сӑмаха ҫавӑрса  Олег Николаев.



28 октября 2024
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter