Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн финанс Министрӗпе Антон Силуановпа тӗл пулнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн финанс Министрӗпе Антон Силуановпа тӗл пулнӑ

 Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Анатолий Аксаковпа   пӗрле Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗсене пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ,  2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчи ҫӗршыв Ертӳҫин ӗҫлӗ ҫул-ҫӳреври  пӗтӗмлетӗвӗсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.  Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шкулсем тума 2025-2027 ҫулсем валли федераци бюджетӗнчен хушма тӗрев уйӑрасси пирки ыйтӑва хускатнӑ.    Республика клиника больницин больница комплексӗ, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски округӗсен кӑнтӑр пайӗсенчен шывпа тивӗҫтерессин шалти пайланӑвӗсен сечӗсем 873,9  ҫухрӑм, ҫавӑн пекех Шуршӑл салинчи А. Г. Николаев ячӗллӗ  музейе реконструкцилессине, «Атӑл»  М-7  автоҫула юсасси тата ытти хӑш-пӗр ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ.

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи уйрӑм программин проектне сӳтсе явнӑ май Олег Николаев ҫакӑн пек программӑн пысӑк тухӑҫлӑхӗ пирки  каланӑ.  2020-2024 ҫулсенчи программӑна пурнӑҫланӑ май мультипликативлӑ эффекта шута илсе 3,6 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, 653 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртсе бюджет тулашӗнчи инвестицисен 34,3 млрд ытла явӑҫтарнӑ. Чӑваш Енри чухӑнлӑх шайӗн кӑтартӑвӗ 16,6% -ран 13% таран, ӗҫсӗрлӗх шайӗ – 6% пуҫласа 2,4% таран сахалланнӑ. Ҫӗнӗ программа проекчӗпе инфратытӑм объекчӗсене модернизацилеме федераци бюджетӗнчен 6 млрд тенкӗ тивӗҫме пултарасси паллӑ.  Тӗрлӗ пысӑк технологиллӗ хатӗрсем туянма предприятисен тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма субсиди парасси, промышленноҫ пайне витӗм кӳресси, туризма вӑй илтересси, хӑмла ӗрчетме инфратытӑма ҫӗнетсе пырасси, ҫавӑн пекех '' Ҫӗнӗ Шупашкар '' Уйрӑм экономика зонин чиккисене анлӑлатасси ыйтусем те актуаллӑ пулнӑ.  

Регионӑн хальхи аталанӑвӗ пирки  сӑмах пуҫарнӑ май,  Олег Николаев Антон Силуанова ӳсӗмсем республикӑн пуррине хыпарланӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах, республика кирлӗ пек шайса аталанса пынине асӑннӑ вӑл.  Чӑваш Ен экономики патшалӑх управленийӗнче системӑллӑ майпа тӗрекленсе пынине, федераци центрӗ масштаблӑ пулӑшу панине пула  пысӑх хӑвӑртрӑхпа  аталанса вӑй  илсе пынине  асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Юлашки 5 ҫулта, республика аталанӑвӗн  кӑтартӑвӗсем Раҫҫейри вӑтм кӑтартусенчен те ӳссе пынине асӑннӑ вӑл. ««Строительство» ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх тунӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ 1,9 хут ӳсрӗ, тӗп капитала хывнӑ инвестицисен калӑпӑшӗ  – 1,7 хут, тулашри суту-илӗвӗн ҫаврӑнӑшӗ нумайланнӑ, 5 хут – ял хуҫалӑх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ  ӳснӗ. Ӗҫ укҫин пысӑкӑшӗпе республика ПФО-ра 2019 ҫулта 13 вырӑнта тӑнӑ пулсан, 2023 ҫулта 8 вырӑна хӑпарнӑ»,  – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.



29 октября 2024
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter