Чӑваш Енре ҫамрӑк педагогсен «Эпир пӗрле!» ятлӑ форумӗ иртнӗ
Кадет корпусӗнче 300 ытла вӗрентӳ сферин представителӗ пухӑннӑ, кунта пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашнӑ, вӗренӳре хальхи пурнӑҫ таппинче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫарнӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Шӑпах хамӑрӑн вӗрентекенсене пула эпир наукӑра пысӑк кӑтартусемпе палӑрма пуҫларӑмӑр. Тӗнче уҫлӑхне тухассипе те эпир пӗрремӗш пулса тӑтӑмӑр. Паян та ҫӗнӗ пуҫарусемпе ҫитӗнӳсем тума пӑрахмастпӑр. Республикӑра ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ: аудиторисене ҫӗнӗ йышши хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ, дистанциллӗ вӗрентӳ технологийӗсене алла илеҫҫӗ. Вӗрентӳ тытӑмӗнчи ҫамрӑк педагогсен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Паян манӑн сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр пирки пӗлес килет. Сирӗн сӗнӗвӗрсене тӗпе хурса, пулслӑхри ӗҫсене те палӑртса хурас килет. Пӗрле эпир ҫӗршывпа республикӑн ҫӗнӗ историне ҫырма витӗм кӳрӗпӗр», - тенӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче 19 пине яхӑн педагог вӑй хурать. Вӗсенчен кӑҫал 300 ҫамрӑк вӗрентекен пуҫласа ӗҫе кӳлӗннӗ. Республикӑра вӗрентекенсене сахал мар тӗрев пӑхса хӑварнӑ. Вӗсемпе кашни туллин усӑ курать. Ҫулсеренех республикӑра чи паха специалистсене тупса палӑртас тесе, тӗрлӗ конкурссем ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк вӗрентекенсене пӗр хутчен укҫан та парса пулӑшаҫҫӗ, ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама витӗм кӳреҫҫӗ.
2021 ҫултанпа Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗ професси компетентлӑхне ӳстерме тата ҫамрӑк вӗрентекенсен пултарулӑх вӑй-хӑватне аталантарма пулӑшакан анлӑ проектсем пурнӑҫа кӗртсе пырать.
2023 ҫултанпа вӗрентӳ сферинчи инноваци ӗҫ-хӗлӗшӗн педагогика ӗҫченӗсене, педагогсен професси ӑсталӑхӗн республикӑри конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене ҫулсерен укҫан парса пулӑшма тата грантсемпе тивӗҫтерме майсем туса панӑ.
2023 ҫулта Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн тӑкакӗсен калӑпӑшӗнчен вӗренӳ пайне 27,5% тӗрев пӑхса хӑварнӑ, ку вӑл 75 млрд тенкӗ ытла пулать. 2024 ҫулта – 29,5%, 2025 ҫулта 31% пулӑшу куҫарӗҫ. Ҫакӑ республикӑри вӗрентӳ тытӑмне кал-кал аталантарма тата ун умне лартнӑ тӗллевсене татса пама пулӑшассине пурсӑмӑр та пӗлсех тӑратпӑр.