Эпир апат-ҫимӗҫ таварӗсемпе хамӑра кӑна мар, ытти регионсене те тивӗҫтерме пултарайратпӑр
«Цифрӑсем Чӑваш Республикинче пулса иртекен ырӑ улшӑнусене яр уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче эпир нумай вӑйлӑ регионсемпе, ҫав шутра аграри секторӗнче, хамӑра лайӑх енпе кӑтартма пултартӑмӑр. Пирӗн малашнехи тӗллев те тирпейлессине тарӑнлатасси тата ҫӗнӗ рыноксене тухасси. Эпир тирпейлесе сутма вӗренсе ҫитрӗмӗр. Паян та хамӑра хамӑр кӑна мар тивӗҫтерме пултарайратпӑр ытти регионсене кӑткӑс лару-тӑрура пулӑшма пирӗн майсем пур», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире.
Регион Пуҫлӑхӗ ҫанталӑкӑн мӗнпур кӑткӑслӑхӗсемпе чӗнӗвӗсене, тӗнчери лару-тӑрӑва ҫӗнтерме хатӗррине палӑртнӑ. «Вӗсем ӗҫре ҫӗнӗ майсем тупма хистеҫҫӗ, тепӗр тесен, йывӑрлӑха парӑнтарма пулӑшаҫҫӗ кӑна. Эпир тата та вӑйлӑрах аталанса пырса, пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлассишӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. Эпир Ҫӗршывӑмӑра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессишӗн, хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех туса пама тӑрӑшатпӑр. Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе те витӗмлӗ ӗҫлесе пыни куҫ кӗретех. Патшалӑх пирӗн ӑва лартакан мӗнпур ыйтусене эпир туллин татса пани те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессинче те аграри пайӗнче вӑй хуракансен витӗмлӗхӗ пысӑк. Эпир яланах аграри ӗҫченӗсемпе пӗрле алла-алӑн тытӑнса ӗҫлетпӗр. Республика Правительстви палӑртнӑ мӗнпур тӗллевсне туллин пурнӑҫа кӗртсе пырать», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ҫӗр ӗҫченӗсене мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председательне Михаил Мишустина юлашки 10 ҫулта – апат-ҫимӗҫ эмбаргийӗ ӗҫленӗ тапхӑрта – Чӑваш Енри АПК-ра таварсене туса илессине 2 хут ӳстернине хыпарланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫланине асӑннӑ. 2030 ҫулчченхи аталанӑвӑн ҫӗнӗ векторне – «АгроПродвижение» стратегиллӗ проектне пурнӑҫа кӗртессине палӑртма вӑхӑт ҫитнине те уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.
«Пӗтӗмӗшле илсен 100 гектар пуҫне продукци туса илессипе ПФО-ра малтисен шутӗнче, ҫӗр улмипе хӑмла калӑпӑшӗпе эпир пӗрремӗшсем, сӗтпе тата пахча ҫимӗҫпе иккӗмӗшсем, виҫҫӗмӗшсем – пӗрер пӗрчӗн, аш-какайпа тӑваттӑмӗшсем. Пӗтӗм продукци туса илессипе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнатпӑр», – тенӗ вице-премьер.
Кашни ҫын ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать. Аграри пайӗнче вӑй хуракансем Раҫҫейӗн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Республика тӗп апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе хӑйне туллин тивӗҫтерсе тӑрать, ҫав шутра ҫӗр улмипе, сӗтпе. Вунӑ ҫул хушшинче сыр кластерне туса хунӑ – сыр туса кӑларакансен шучӗ пӗрререн пуҫласа вун ҫичче ҫити ӳснӗ, вӗсем тӑхӑрвунна яхӑн сыр тӗсне туса кӑлараҫҫӗ.
Тӗш тырӑ пухса кӗртессипе те лайӑх ӗҫленӗ. Ҫак ӳсӗме ҫанталӑкӑн ансатах мар условийӗсене пӑхмасӑр тума пултарнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те ҫитӗнӳсем пур – ҫулталӑкри прогноз тӑрӑх аш-какай, сӗт тата ҫӑмарта туса илесси ӳсме пултарасси те никама та иккӗлентермӗ.
Ҫакӑ пирӗн аграрисен пысӑк ӑсталӑхӗ тата вӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен калать. Республикӑри предприятисем хамӑр чӗр тавартан лайӑх пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ продукци туса хатӗрлессишӗн ырми-канми вӑй хураҫҫӗ. Ытти регионсене те пирӗн тӑрӑхра тирпейленсе тухакан таварсене илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кун пирки те палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Сергей Артамонов. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Ен Правительстви витӗм кӳнине кура, агропрома тӗрев панин кӑтартӑвӗпе ПФО-ра регион малти вырӑна тухни куҫ кӗретех тенӗ. Яваплӑ ӗҫ яланах ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр, ӗҫри ӳсӗмсем Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫынна савӑнтарччӑр тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ ведомство ертӳҫи.