СВО хутшӑнакан 750 ҫыннӑн тӗрлӗ тӳлевпе парӑмӗсене шыраса илме чарнӑ
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев суд приставӗн кунӗ тӗлне йӗркеленӗ паллӑ пулӑмра пӗлтернӗ.
Ӗҫ тӑвакан производствӑсен тӗрлӗ категорийӗпе парӑмлӑ 15,9 пин ҫынран 750 парӑмҫӑ Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ органсен йышӗнче ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ.
«Раҫҫей Федерациийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» калакан 2022-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 603 №-лӗ Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн вӗсен тӗлӗшпе ӗҫ тӑвакан производствӑсене чарса лартнӑ. Анчах та, алимент тӳлевӗсене, тӑрантараканӗ вилнӗ май сиен кӳнишӗн шыраса илмелли укҫа-тенкӗ пирки йӗркесене ҫаплипех йышӑнса хӑварнӑ.
«Ҫак кулленхи ӗҫшӗн тав тӑватӑп, вӑл общество килӗшӗвне пысӑк тӳпе хывать тата ыранхи куна шаннине ҫирӗплетет. Ку вӑл - ҫын патшалӑх ҫине шанма пултарни, унӑн прависене хӳтӗлессе шанни, тӗрӗслӗх, вӑхӑт иртнӗҫемӗн те, ҫакна юсаса ҫӗнетессе шанни пулать. Ҫӗр пин право, саплаштарнӑ вун-вун миллион тенкӗ тӑкак тата ытти те», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене професси уявӗпе саламланӑ май.
Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри Управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑрпа танлаштарсан тӑхӑр уйӑхра алимент тӳлевӗсене шыраса илесси ҫинчен калакан ӗҫ тӑвакан производствӑсен шучӗ 9,3% яхӑн чакнӑ – 10125-рен 9453 ҫитнӗ, пӗтӗмпе 454 миллион тенкӗ шыраса илнӗ.
Ҫавӑн пекех ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илесси ҫинчен ӗҫ тӑвакан производствӑсен шучӗ те 1441 чакнӑ. Кӑҫал суд приставӗсем патӗнче пурнӑҫланӑ ҫӗрте пӗтӗмӗшле 55 млн тенкӗлӗх 2017 производство пулнӑ.
Ӗҫ тӑвакан производствӑсен отчетлӑ тапхӑрӗнче хускатнисен пӗтӗмӗшле йышӗ пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑрпа танлаштарсан 2% чакнӑ , вӑл 340 пин ытла ӗҫ тӑвакан производствӑпа танлашнӑ.