Пысӑк этнографи диктантне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫырнӑ

Пысӑк этнографи диктантне  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫырнӑ

Наци ӗҫӗсен федераци агентстви 2016 ҫултанпа Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн ирттерекен акци Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ. Унта республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем те хутшӑннӑ. Ӑна йӗркеленӗ тапхӑрта Чӑваш Енрен хутшӑнакансен йышӗ 32,5 хут ытла ӳснӗ – 861 ҫынран пуҫласа 28 пин ытла ҫынна ҫитнӗ.

45 минут хушшинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗршыври халӑхсен культура уйрӑмлӑхӗсемпе йӑли-йӗркисем ҫинчен калакан тестӑн 30 ыйтӑвне, ҫав шутра 10 – хӑйне евӗрлӗ Чӑваш Ен – унӑн историйӗ, наци тумӗпе йӑла-йӗркипе уявӗсем, республика территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе мифологийӗ пирки хуравланӑ.

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене ҫапларах каланӑ: «Диктантпа кӑсӑкланакан ҫынсен шучӗ ҫулран ҫул нумайлансах пырать. Чӑваш Республикинче вӗсен шучӗ  самай ӳсрӗ, 32,5 хут ытла  нумайланни хавхалантарать.  Кӑҫал  диктанта Чӑваш Енре ҫырма кӑмӑл тунисем 30 пинрен  те иртсе кайӗҫ пулӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен пӗлтӗр 28 пин пулнӑ.   Вӗсем  Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан халӑхсен наци уйрӑмлӑхӗсене, йӑли-йӗркине, историне пӗлеҫҫӗ, хӑйсене тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Диктант, паллах, нумай халӑха пырса тивессе шансах тӑратпӑр, анчах чи кирли - эпир сирӗнпе пӗрле вырӑс тӗнчи тавра пулни»,  - тенӗ.

Пысӑк этнографи диктантне www.miretno.ru.акци сайтӗнче чӳк уйӑхӗн  8-мӗшӗччен онлайн мелӗпе ҫырма пулать. Унтах чӳкӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн диктант ыйтӑвӗсен тӗрӗс хуравӗсене вуласа пӗлме пулать тата йӑнӑшсене сӳтсе явма та май пулӗ.



02 ноября 2024
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter