Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем тата ентешӗмӗрсем!

 Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ.

Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Волонтерсемпе харсӑр чунлӑ ҫынсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр туянаҫҫӗ, гуманитарлӑ посылкӑсем пухса хатӗрлеҫҫӗ, маскировка сечӗсем, ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, ҫар ҫыннисен чунӗсене ҫӗклентерекен ҫырусем ҫыраҫҫӗ тата вӗсене ҫапӑҫусем пыракан тӑрӑха ҫитерсе параҫҫӗ. Ҫакна пӗтӗмпех хамӑрӑн салтаксене тӑшмана пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем пек ҫапса аркатма пулӑшас тӗллевпе пӗрлехи вӑйпа тӑватпӑр. Эпир ҫӗнтеретпӗрех.

Пӗрлӗх кунӗ вӑл тӗрӗслӗхе тата йывӑрлӑха лекнисене пулӑшмаллине аса илтерекен уяв. Чӑваш Ен Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсене ҫӗнелсе ура ҫине тӑма тата пурнӑҫ майӗсене йӗркелесе ҫитерме пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле пулӑшать. Пӗлтӗрхи ҫуркуннерен тытӑнса эпир Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округне шефа илтӗмӗр. Пирӗн тӗллев – ӑна Раҫҫейри кулленхи пурнӑҫ юхӑмне хӑвӑртрах хутшӑнтарма пулӑшасси.

«Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Сирӗнтен кашниех ҫӗршывӑмӑр суверенитетне ҫирӗплетес тата тӑван ҫӗре аталантарас ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывать.

Пирӗн нумай нациллӗ республикӑмӑрта 100 ытла халӑх ҫынни туслӑн та килӗштерсе  пурӑнать. Тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ тупсӑмӗ – пӗр-пӗрне хисепленинче. Вӗсен пурин те тивӗҫлӗ пӗлӳ тата професси илме, социаллӑ ырлӑхсемпе усӑ курма, Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртекен программӑсемпе проектсене хутшӑнма пӗр тан майсем пур.

Хаклӑ ентешсем, сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлатӑп! Сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, килӗшӳ тата Тӑван ҫӗршывӑмӑр – аслӑ Раҫҫейӗмӗр ырлӑхӗшӗн ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

Чӑваш Республикин

        Пуҫлӑхӗ                                                                                     Олег Николаев

 



04 ноября 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter