Чӑваш Енре ОРВИпе чирлекенсен йышӗ 1,7 хут ытти чухнехинчен пӗчӗкленнӗ
Пӗтӗмпе 43 эрне хушшинче 4574 ҫын чирленӗ тӗсе шута илнӗ. ОРВИпе чирленисенчен 61% ытла – ачасем. Грипп тӗслӗхӗсене хальлӗхе тупса палӑртман.
Кун пирки Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен планеркӑра хыпарланӑ.
«Медицина организацийӗсенче грипп, ОРВИ тата COVID-19 чир-чӗртен упранас тесе, профилактика ӗҫӗсене вӑйлатнӑ. Маскӑ тӑхӑнассине, ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗсенчен сыхӑ тӑрассине ҫивӗчлетнӗ», – тесе каланӑ сывлӑх сыхлав министрӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак эрнерех кӑшӑл вирус инфекцийӗпе чирленӗ 76 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнепе танлаштарсан чирлесси 21,7% чакнӑ. Йывӑр аптраса нушаланакан пациентсем ҫук.
«Профилактика мероприятийӗсене ытларах ирттерни пӗлтерӗшлӗ. Анчах вара кӑлтӑксем сиксе тухсан, туххӑмрах кирлӗ пек комплекслӗ ӗҫсене йӗркелесе ирттермелле», – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви юпа уйӑхӗнче грипп тата коронавирус вирусӗсене тӗрӗслеме май паракан хушма 90 пин экспресс-тест 41 медицина организацийӗ валли туяннӑ.
Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, прививкӑсене вӑхӑтра туса ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Грипа хирӗҫ вакцинациленӗ халӑхӑн тӳпи 40,4% танлашать, ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ – 52,5%. Вакцина Спутник Лайт ҫителӗклӗ таран региона илсе килнӗ.