Олег Николаев ялти специалистсем валли ҫурт-йӗр фончӗ йӗркелеме хушнӑ
Ҫурт-йӗр тӑвасси тата туянасси ыйтусемпе ирттернӗ канашлура «Чӑваш Республикисен ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарас» патшалӑх программине сӳтсе явнӑ май, ятарлӑ ҫурт-йӗр фондне йӗркелесе ярасси пирки канашланӑ.
«Пирӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума, строительство ӗҫне пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ илме май пур. Анчах, шел пулин те, патшалӑхӑн ҫак программипе усӑ курманни куҫ кӗретех. Тӑлӑх ачасем валли, нумай ачаллӑ, ҫамрӑк ҫемьесем валли ҫурт-йӗр тума ҫӗр лаптӑкӗсем йӗркелес тӗллеве пӗрре мар ыйтӑва эпир хамӑр енчен ҫӗкленӗ. Тӗрлӗ сферӑри, кирлӗ специалистсене, ял тӑрӑхне явӑҫтарасси тӗп ыйтусенчен пӗри пулмалла», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пурӗ специалистсене валли пӗтӗмпе 54 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче пурӑнмалли 1353 пӳлӗм хута ямалла.
«Ялта пурӑнакан мӗнпур ҫамрӑк врачсемпе учительсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, агропромышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакансемшӗн пурӑнмалли ҫуртсем тума е туянма условисем пур», – тесе палӑртса каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Анчах ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен субсидие тивӗҫме муниципалитетсен 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен документсене хатӗрлесе ҫитермелле. Ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, вӑраха тӑсса ӗҫлемелле мар тесе асӑрхаттарса каланӑ вице-премьер. Списока ҫирӗп условисене пӑхӑнса, ҫамрӑк специалистсене кӗртсен те аван пулмалла тенӗ вӑл. 2026-2028 ҫулсенче пурӑнмалли ҫурт-йӗр илмелле списокра тӑракан специалистсен. «Яла аталантарса вӑйлатса пыма тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх условийӗсем пур, вӗсемпе пӗлсе тата тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшмалла. Ял илемленсе пырассине пурсӑмӑр та пӗлсех тӑратпӑр», – тесе каланӑ министр.
Кун пек фонд ӗҫӗ валли республика Правительстви документ проектне туса хатӗрлет. Ятарлӑ ҫурт-йӗр фондне йӗркелемелли документсемпе килӗшӳллӗн, пурӑнмалли пӳлӗмсем туянмалли правилӑсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Документпа ҫурт-йӗр тӑвас хакӑн 50% софинанслама палӑртнӑ, юлнӑ пайне – муниципалитет шучӗпе саплаштарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Михаил Коледа пӗлтернӗ. Республикӑра юлашки 10 ҫулта халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ тухӑҫлӑ усӑ курман ҫӗрсен 4 пин га ытла ҫӗр пуррине шута илнӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хула тӑвас потенциалӗ 4 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр йӗркипе танлашать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурӑнмалли фонда йӗркелемелли тата ӑна «пилотламалли» проекта Хӗрлӗ Чутай округӗнче йӗркелеме сӗннӗ, унта ҫак ыйтӑва татса памалли паха ӗҫ опычӗ пуррине асӑннӑ.
«Малалла ӑна Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ программи шайӗнче ытти муниципалитетсемпе те ҫапла туса пымалла. Ыйтӑва комплекслӑ пӑхса тухма тӑрӑшмалла. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне тӗпчемелли тата ҫӗр лаптӑкӗсене уйӑрса памалли тапхӑрта строительство ӗҫӗсен подрядчикӗсем пуррине палӑртмалла, инфратытӑма ҫӗнетсе пырассишӗн ӗҫлемелле, территорисене тирпей-илем кӗртмелле, социаллӑ объектсем тумалла», – тесе хушса каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министӗ Михаил Ноздряков.
Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Строительство министерствинче тӑрӑшакансене, Чӑваш Республикин Экономика министерствинче вӑй хуракансене пӗрле ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли граждансен списокне туса хатӗрлеме хушнӑ, тӑлхсене, нумай ачаллисене, йывӑр лвар-тӑрӑва лекнисене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗр ресурсӗсем ҫинчен калакан кӑтартусене актуализацилес ӗҫе вӗҫлемелле, тӗрлӗ класпа категориллӗ ҫурт-йӗр тума май пур таран кирлӗ документсем йӗркелемеле. Ӑнсӑртран мар пулӗ, кун пирки 2024 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырӑвӗнче те палӑртса хӑварнӑччӗ.