Чӑваш Ен – республикӑра пурӑнакансене троллейбуссен пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес енӗпе малта пыраканни шутланать

Чӑваш Ен – республикӑра пурӑнакансене троллейбуссен пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес енӗпе малта пыраканни  шутланать

Вӑтамран 3,6 ҫынна пӗр троллейбус лекет. Ҫӗршывӗпе танлаштарас пулсан, кӑтарту чи пысӑкки.  Толлейбуссемпе ӗҫлекен предприяти кунне Шупашкарпа  Ҫӗнӗ Шупашкара 190 троллейбуса рейса кӑларса ярать.  Икӗ хулара пурӑнакан 630 ҫынна транспорт пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерет предприяти.

Троллейбус тытӑмӗ Чӑваш Енӗн хӑватлӑн вӑй илсе пырать. Чи лайӑх ӗҫлесе пыракан предприятисенчен пӗри ҫӗршывӗпе шутланать.  Икӗ хулари районсемпе микрорайонсенче пурӑнакан ҫынсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре туххӑмрах нимӗнле  кӑлтӑксемсӗрех илсе ҫитерет.  Пӗр хуларан тепӗр хулана халӑх нимӗнле йывӑрлӑхсемсӗрех ҫитме майсем пур.

Троллейбуссен предприятине пуҫарса янӑранпа  60 ҫул ҫитнине палӑртса пухӑннӑ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кун пирки тепӗр хут уйрӑммӑн  палӑтса каланӑ.  

«Троллейбус юхӑмӗ асӑннӑ тапӑрта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупакаршӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ. Электротранспортпа ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ  2 млрд иртсе кайнӑ.  Транспорт ҫут ҫанталӑка сиен кӳмест, тӑван тавралӑхшӑн хӑрушӑ мар», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   Паянхи куна илес пулсан, предприятинче 1,5  пин ҫын тӑрӑшать.    

Юлашки ҫулсенче транспортсен йышне ҫӗнетсе улӑштарса пыни те куҫ кӗретех.  Ҫӗнӗ Шупашкарти транспортсене тӗпрен ҫӗнетсе пӗтернӗ. Пурӗ республикӑна кӑҫал  62 троллейбус  тата 47  автобус илсе килнӗ.   Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тата та 91 троллейбус илсе килме тӗллев лартнӑ.

Чӑваш Республикин Транспорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти 21 муниципалитета тата муниципалитетсем хушшинчи пӗр маршута тивӗҫтерет.



08 ноября 2024
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter