Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакан 17 ӗҫчеш республика тӗревӗпе ҫурт-йӗр туяннӑ
«Эпир пӗлтӗр шалти ӗҫсен министрӗ чӗнсе каланипе республикӑн шалти ӗҫсен сотрудникӗсем валли ҫурт-йӗр туянас тӗлӗшпе ыйтӑва уҫӑмлатрӑмӑр. ШӖМӗн Чӑваш Енри 17 сотрудникӗ 2020-2024-мӗш ҫулсенчи Индивидуаллӑ программӑн шайӗнче ипотекӑпа малтанхи взнос валли пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн шутлав хакӗнчен 20% чухлӗ пӗр пӗр хутчен паракан тӳлеве илнӗ. Патшалӑхӑн ку пулӑшӑвӗпе усӑ курас текенсен йышӗ сахал мар. Ӗҫлекенсене ҫакӑн пек пулӑшу памалли форма кирлӗ, вӑл ҫынсем патне ҫитет, ку вара чи пахи. Апла пулсан эпир малашне те ҫак ӗҫе малалла та тӑсӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май.
Вӑл асӑннӑ программӑпа 2025 ҫулччен ӗҫлеме тӗллев лартнине хыпарланӑ. Пулӑшӑва пӗтӗмӗшле 500 млн тенкӗлӗх тепӗр 360 ҫемье тивӗҫме пултарайрать. Унта хутшӑнма заявленисем йышӑнасси ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫӗнелӗ. Паянлӑха ҫак программӑпа 491,2 млн тенкӗлӗх 435 ҫемье усӑ курнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ регионта йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене шута илессин кӑтартӑвӗ самай чакнине асӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен ШӖМ сотрудникӗсен Чӑваш Республикинчи тӗрлӗ енлӗ пысӑк ӗҫӗн кӑтартӑвӗсемпе питӗ лайӑх енпе палӑрнине куратпӑр. Йӗрке пӑсакансене вӑхӑтра тупса палӑртни обществӑри лӑпкӑлӑхра тӳрремӗнех палӑрать. Ку вара Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртнине ҫирӗплетет, тата тепӗр тесен республикӑн инвестици илӗртӳлӗхне хывасси ҫине те пысӑк витӗм кӳрет. Ӳлӗмрен тата та пысӑкрах тӗллевсем лартма май парать, чи кирли вара, вӗсене шанчӑклӑн пурнӑҫлама витӗ кӳрет», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Енри ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри оперативлӑ лару-тӑрӑва кулленех ҫирӗп тӗрӗслевре тытаҫҫӗ. 10 уйӑхра пӗлтӗрхипе танлаштарсан регистрациленӗ преступленисен шучӗ 7,1% чакнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансене ӗҫре пысӑк кӑтартупа палӑрнӑшӑн, хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ наградӑсем парса чысланӑ.
Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертӳçиине, Владимир Романов полици полковникне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
«Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ сотрудникӗ» хисеплӗ ята штаб пуҫлӑхне, шалти служба полковникне Андрей Перлова тата министрӗн пулӑшуҫине, шалти служба полковникне Николай Зологина панӑ.
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе общество йӗркине сыхлакан управленийӗн пуҫлӑхне, полици полковникне Николай Григорьева чысланӑ.
11 ӗҫчеше Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав хутне парса хавхалантарнӑ.
Ҫӗршывӑмӑрӑн право йӗркин органӗсен кун-ҫулӗнче паттӑрла тапхӑрсем питех те нумай пулнине, паян та мухтавлӑ йӑла-йӗркене малалла тӑснине, преступлени тӑвассипе ӑнӑҫлӑн кӗрешнине асӑннӑ Пуҫлӑх. «Сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑра тата хӑвӑра шеллеменлӗхӗре пула Чӑваш Енре политикӑпа социаллӑ пурнӑҫ лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра сыхланса упранать, республика вара Раҫҫейри чи хӑрушсӑр регионсенчен пӗри шутланать», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
