Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Енри экономистсене тата экономика енӗпе ӗҫлекен специалистcене професси уявӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Енри экономистсене тата экономика енӗпе ӗҫлекен специалистcене професси уявӗпе саламлани

Чӑваш Енри экономистсене тата экономика енӗпе ӗҫлекен мӗнпур специалиста професси уявӗпе саламлатӑп!

Пирӗн ҫӗршыв тӗлӗшпе йышӑннӑ халиччен пулман хивре санкцисен условийӗсенче республика экономикине ҫирӗп аталантарасси эсир хӑвӑр ӗҫӗре пӗлсе пурнӑҫланинчен нумай килет, мӗншӗн тесен патшалӑх та, предпринимательсен пӗрлӗхӗ те хӑйсен планӗсене эсир тарӑннӑн тишкерекен даннӑйсемпе прогнозсене тӗпе  хурса тӑваҫҫӗ.

Сирӗн профессири ӑсталӑхӑра, ырми-канми ӗҫӗре тата яваплӑ йышӑнусем тунӑ чухнехи ҫаврӑнӑҫулӑхӑра пула эпир тулашри пусӑм чӑрмавӗсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерсе пыма пултаратпӑр тата наци проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗретпӗр.

Республикӑри аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен ҫулсерен пине яхӑн экономист вӗренсе тухать, ҫӗршер ҫын ҫав ҫул-йӗр енӗпе хушма пӗлӳ илет, ҫакӑ экономика ӗҫӗнчи ҫыхӑнулӑха тивӗҫтерме тата Чӑваш Ене аталану ҫулӗпе малалла шанчӑклӑн утма май парать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тапа яваплӑхӑршӑн пурсӑра та пысӑк тав. Сире профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата иксӗлми вӑй-хал сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                             Олег Николаев



11 ноября 2024
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter