Кашни ветеран патне ҫитсе килме тӗллев лартмалла
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа волонтерсене мероприятисене йӗркелесе ирттерме хатӗрлекен Раҫҫейри регионти центрне торжествӑлла пулӑмра уҫнӑ май палӑртса каланӑ. Пирӗн регионти центр Раҫҫейӗпе ҫиччӗмӗш шутланать. Унта хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла юхӑмӑн оофициаллӑ сайтӗнче зявкӑсене тӑратма май пур.
«Ҫмрӑк яш-кӗрӗм центӑра хапӑл тусах ҫӳретӗр тесе, хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех йӗркелесе пама тӑрӑшӑпӑр. Паллӑ, мероприяти чылай пуласси те. Вӗсене пӗлсе тата тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе ирттересси - тӗп тӗллевсенчен пӗр пулса тӑрать. Пирӗнтен кашнин ветерансем патне ҫитсе килмелле, вӗсем патне пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пирӗн чӗресенче ӗмӗр упрамалла. Никам та шутламан, хамӑрӑн Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине тата тепӗр пысӑк сӑлтавпа паллӑ тӑвассине. Паян та пирӗн паттӑрсем, ҫӗршывӑмӑра упраса ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Шанатӑп, пирӗн регион центрӗ Раҫҫейӗпе чи лайӑххисенчен пӗр пулса тӑрассине те», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май. Ырӑ ӗҫ тӑвакансен юхӑмне «ВОИН» тата «Авангард» регионти центрсем те хастарлӑн хутшӑнассине пӗлсех тӑратпӑр.
Чӑваш Республикин Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 3,1 пин ветеран пурӑнать. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инвалидсем - 54 , тыл ӗҫченӗсем 2,3 пин, тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен мӑшӑрӗсем 900 яхӑн ҫын тата ыттисем те.
Волонтерсене ертсе пыраканӗ тӗп операторӗ «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» командӑра тӑрӑшакансем пулаҫҫӗ.
«Республика ертӳлӗхне тав сӑмахӗсем калатӑп. 2025 ҫула Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе паттӑрлӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Эпир тин ҫеҫ пуҫарса янӑ центра пурне те йыхравлатпӑр, ырӑ ӗҫ тума кӑмӑл тӑвакансене хаваспах кӗтетпӗр. 60 ҫӗршыв ытла ҫак юхӑма йӗркелесе яма килӗшнӗ», - тесе пӗлтернӗ «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла юхӑмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Анастасия Рябова.
