Республикӑри ашшӗ-амӑшӗн комитечӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрремӗш тӗлпулу ирттернӗ

Республикӑри ашшӗ-амӑшӗн комитечӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрремӗш тӗлпулу ирттернӗ

Раҫҫей  Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Комитета юпа уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Унӑн йышне шкулсемпе техникумсен ашшӗ-амӑшӗсен общественноҫӗн 35 представителӗ, пӗтӗм Раҫҫейри проектсене хутшӑнакансем, пысӑк кӑтартусемпе палӑрнисем кӗнӗ.

«Республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗ общественность шухӑшӗсене шута илме, ҫапла майпа шкул ачисене вӗрентме тата воспитани пама май пур таран хӑтлӑ условисем туса пама витӗм кӳрет. Ашшӗ-амӑшӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑнсан, эпир ҫӗнӗ проектсемпе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли формӑсене тата та хута яма пултаратпӑр. Ачасене, ашшӗ-амӑшӗсене пӗрле ӗҫлеттерсен, проектсем пурнӑҫа кӗресси те часах пулӗ. 4 ҫул хушшинче 105 шкул, 50 ытла ача садне тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Вӗрентӳ организацийӗсем пӗтӗмпех ҫӗнелсе улшӑнса пыраҫҫӗ. Чи кирли вара пӗрле ачасемпе вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем тӑрӑшни. Шкулсен пурнӑҫне хутшӑнакан ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсем – пусмӑр валли чи паха ӗҫчешсем», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ку хутӗнче тӗлпулӑва ашшӗ-амӑшӗн форумӗн шайӗнче йӗркелесе ирттернӗ. 150 ытла ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ укҫӑ калаҫӑва. Обществӑлла организацисенче тӑрӑшакансем те хастар хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Ӳлӗмрен ҫакнашкал ашшӗ-амӑшӗн форумӗсене республикӑри муниципаллӑ йӗркеленӳсенче ирттерме плана кӗртнӗ.

Дискусси площадкисенче  ачана хӑрушсӑрлӑх, ӗҫлеме кирлӗ компетенцисене йӗркелесси, ҫул ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн шкул ачисем валли нацпроектсен вӗрентӳ майӗсем, ҫирӗп ҫемье, социаллӑ политика сферинчи ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӗрентӗве ҫӗнӗлӗхсем кӗртессине, ашшӗ-амӑшне вӗрентӳ процесне явӑҫтармалли ҫул-йӗрсем пирки те канашланӑ.

Паллӑ пулӑмра хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗсем хӑйсен пуҫаруллӑ проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнкансене валли кирлӗ кулленхи хатӗрсем пирки те сӑмахланӑ, паттӑрсене ырӑ кӑмӑллӑх проекчӗсене тӗпе хурса посылкӑсем ӑсатнине хыпарланӑ Ҫӗмӗрлери пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫлекенсем.

Вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫаруллӑ проекчӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӑтам шкулта «Ырӑ шевли» проект тӗслӗхре тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем патне кулленех посылкӑсем яраҫҫӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем снайперсем валли 10 костюм ҫӗленӗ.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, малашлӑхра ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗсен ӑнӑҫлӑ практикисен банкне йӗркелӗҫ, ҫитес ҫул вара стратегиллӗ сесси ирттерӗҫ, унта чи  паха проектсене кӑтартӗҫ.



11 ноября 2024
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter