Чӑваш литературин классикӗ, чӑваш сӑвӑҫи, патшалăх тата общество деятелĕ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш литературин классикӗ, чӑваш сӑвӑҫи, патшалăх тата общество деятелĕ, чăваш литературинчи силлабо-тоника сăвă йĕркине пуçарса яраканĕ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине палӑртса пысӑк пулӑм пулса иртнӗ. Канаш округӗн Ҫеҫпӗл ялӗнче поэтӑмӑрӑн палӑкӗ умне чечексем хунӑ, мероприятине культура министрӗ, чӑваш ҫыравҫисем, шкул ачисем тата поэтӑмӑрӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑннӑ.
Паллӑ поэт 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.
«Ҫеҫпӗл Мишшии питӗ кӗске ҫул пурӑннӑ пулин те, пурнӑҫра тарӑн йӗр хӑварнӑ. Паян та унӑн шухӑшӗсем ҫинче эпир никӗсленсе чӑваш культурине, чӑваш поэзине чӑваш ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗ аталантарса пыратпӑр. Унӑн пултаруллӑхӗ, пурнӑҫ йӗркелес текен шухӑшӗсем паянхи кун та питӗ вырӑнлӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши вӑл питӗ кӑвар чӗреллӗ, хастар чунлӑ ҫын пулнипе, унӑн сӑмахӗсем хӑй вӑхӑтӗнче те, паянхи кун та вырӑнлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ман шутпа, ку пирӗн питӗ пысӑк пуянлӑх. Ҫеҫпӗл Мишшин пултаруллӑхӗ, унӑн шухӑшӗсем питӗ витӗмлӗ. Унӑн чылай хайлавӗсем, сӑввисем, тӗрлӗ халӑхӑн чӗлхисем ҫине куҫарӑннӑ. Эпир хамӑр енчен паян та мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшӑпӑр. Хамӑр пуянлӑха туйса, астуса пырӑпӑр, кун пек чухне эпир тата та вӑйлӑрах пулӑпӑр, ҫак пуянлӑха паянхи мелсемпе йӗркелесе пырсан, ҫитес ӑрусене валли те ҫак япаласем сыхланса юлччӗр тесе пӗтӗм ӗҫе туса пырӑпӑр» – тесе каланӑ вӑл.
Ҫеҫпӗл Мишшин пултаруллӑхне ламран-лама куҫарса, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма витӗм кӳнисене паллӑ пулӑмра Чӑваш Республикин Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Чӑваш Енре поэтӑн юбилейне палӑтса чылай мероприятисем йӗркелесе ирттерме плана кӗртсе хӑварнӑ. Мускавра, Хусанта чаплӑ мероприятисем пулнӑ. Вулавӑшсенче уҫӑ калаҫусем ирттернӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва унӑн сӑввисен пӗлтерӗшӗсемпе тӗплӗн паллаштарма тӑрӑшнӑ.
Республикӑри культура ӗҫченӗсем валли «Ҫеҫпӗл йыхравӗ» регионсен хушшинчи фестиваль иртнӗ.
Çак паллă датăна халалласа Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенче те çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем сахал мар иртĕç.
Пӗлме: Чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959 çулта – «Çырнисен пуххи».
Çеçпĕл Мишши, унǎн сǎнарĕ, кашни юрри-сǎвви, сǎмахĕ чǎваш халǎх чĕринче, асĕнче пурǎнать. Унǎн ятне хǎй çуралнă яла, библиотекǎсене, шкулсене, Шупашкарти пĕр урама панǎ. Шупашкарта Çеçпĕл палǎкĕ, çамрăксен театрĕ тата музей пур.
Унӑн паллӑ сӑввисем: «Чăваш, чăваш», «Тинĕсе», «Çĕн кун аки», «Катаран каç килсен». Кăвар чĕреллĕ поэтăн «Çĕн кун аки» сăввине тĕнчери 55 чĕлхене куçарнă.
Чӑвашсене ҫӗнӗлле – ирӗк пурнӑҫ патне чӗннӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫамрӑксен чӗринче паян кун та вут-кӑварпа ялкӑшать.