Республика бюджечӗн харпӑр хӑй тупӑшӗ 2023 ҫулхи шайран 9,1 млрд тенкӗрен иртнӗ
«Иртнӗ ҫулхи кӑтартусемпе танлаштарас пулсан, кӑҫал пысӑк ӳсӗмсемпе палӑрни куҫ кӗретех. Пур-пӗрех палӑртса хунӑ планри ӗҫсем те ҫук мар. Вӗсене туллин пурнӑҫлас тесессӗн, ҫулталӑк вӗҫлениччен ырми-канми тӑрӑшма тивет. Хамӑрӑн ӗҫсен хӑвӑртлӑхне чакарса лартма юрамасть. Тӗп тӗллевсенчен пӗри – палӑртса хунӑ ӗҫсене пӗтӗмпе пурнӑҫа кӗртесси. Ҫитес ҫулхи бюджета тӗпе хурса, пуласлӑхри ӗҫсен планӗпе те тимлӗн ӗҫлемелле. Наци проекчӗсемпе ӗҫлесси кӑҫал вӗҫленсе пырать, ун вырӑнне тата та наци проекчӗсем ҫӗннисем пулӗҫ. Юлашки эрнесенче уйрӑмах федераци Правительствинче тӑрӑшакансемпе хастар ӗҫлеме тивет. Вӗсем палӑртакан ыйтусене пурне те тивӗҫтермелле. Кирек-епле ыйтӑва та туххӑмрах пӑхса тухса кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма пӗлмелле. Федераци Правительстви палӑртакан ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла пирӗнтен кашнин», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Паян ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннисем, республикӑн вунӑ уйӑхри социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсне тӗплӗн тишкернӗ, республика бюджетне епле пурнӑҫланине пӑхса тухнӑ.
«Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республика бюджечӗн харпӑр хӑй тупӑшӗ 54,7 млрд. танлашнӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 9,1 млрд ытларах пулни куҫ кӗретех. Тепӗр майлӑ каласан, пӗлтӗрхи кӑтартуран 22,1% пысӑкрах», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финан министрӗ Михаил Ноздряков.
Республикӑн социаллӑ культура сферине тӗрев парассин кӑтартӑвӗ ӳснӗ, пӗлтӗрхинчен 16% нумайрах пулни те ҫакнах ҫирӗплетет. Вӗренӳ пайне 25 млрд тӑкакланӑ, социаллӑ политикӑна 16,6 млрд, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 6,6 млрд куҫарнӑ.
Чӑваш Республикин Экономика министерстви палӑртнӑ тӑрӑх,помышленноҫ производствин индексӗ кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 116% ҫитнӗ.
Регионта ӗҫсӗррисен йышӗ самай чакнӑ, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 1950 ҫын шутланать. Официаллӑ майпа регистрациленӗ ӗҫсӗрлӗх шайӗ юпа уйӑхӗнче 0,3% танлашнӑ (2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 0,5%).
Регионта вӑтам ӗҫ укҫин шайӗ юпа уйӑхӗнче 20,5% таран ӳснӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарас пулсан.