Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси тӗп уявӗпе – Транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
2020 ҫулта пирӗн ҫӗршыв правительстви ҫак паллӑ куна календарьте официаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ. Шӑпах 1809 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫейре патшалӑхӑн транспорт енӗпе ӗҫлекен пӗр пӗтӗм органне – Шыв ҫинчи тата типҫӗрти ҫыхӑну ҫулӗсен управленине туса хунӑ.
Ҫак уяв хӑйсен ырми-канми ӗҫӗпе пурнӑҫ юхӑмне тивӗҫтерсе тӑракан, хуласемпе регионсене ҫыхӑнтаракан, экономика аталанӑвне тата пирӗн граждансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан специалистсене пӗрлештерет.
Чӑваш Ен ҫӗршывӑн транспорт тытӑмӗнче уйрӑм вырӑнта тӑрать. Пирӗн регион тӗрлӗ транспорт ҫыхӑнӑвне пӗрлештерекен стратегиллӗ вырӑн шутланать.
Эпир Атӑл юхан шывӗн – Раҫҫейри тӗп шыв ҫулӗсенчен пӗрин – ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та шыв транспорчӗпе турттарас ӗҫе аталантарни пӗтӗм регионшӑн пӗлтерӗшлӗ. «Валдай-45Р» карапсем туянни Чӑваш Республикинче шыв туризмне аталантарас ӗҫе палӑрмаллах лайӑхлатрӗ. Умри тӗллев – Шупашкарӑн «шыв хапхин» инфратытӑмне ҫӗнетесси.
Республикӑн сывлӑш хапхине – Шупашкар хулинчи пӗтӗм тӗнчери аэропорта – юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Ҫакӑ аэропорт маршручӗсене анлӑлатма май парать. Сӑмахран, 2025 ҫулта «Шупашкар – Калининград» авиарейс уҫма палӑртнӑ.
Чукун ҫул тата автомобиль транспорчӗ – Чӑваш Ен транспорт тытӑмӗн тӗп пайӗсем. Республикӑри турттару ӗҫӗн ытларах пайне тивӗҫтерсе вӗсем экономикӑн пӗтӗм отрасльне вӑй кӳреҫҫӗ, региона ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсемпе шанчӑклӑн ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсем, ку чухнехи хӑтлӑлӑх та хӑрушсӑрлӑх стандарчӗсене шута илсе, пирӗн ҫынсен ҫул ҫӳревӗн ӑнӑҫлӑхне шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.
Транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, сирӗн ӑсталӑхӑр, ырми-канми ӗҫӗр тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхӑр пысӑк хисепе тата тав сӑмахне тивӗҫ. Сире ҫирӗп сывлӑх, профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫавӑн пекех ырлӑх тата аталану сунатӑп.
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев