Шупашкарти аэродромра тӗпрен юсамалли проект ӗҫӗсем пуҫланнӑ
Перронпа рулеж ҫул-йӗрне тӗпрен юсас енӗпе тӑвакан строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2025 ҫулхи иккӗмӗш кварталта пуҫлама палӑртнӑ.
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей транспорчӗ» форумӑнче Раҫҫей авиацийӗн ертӳҫипе Дмитрий Ядровпа ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ, калаҫу вӑхӑтӗнче Шупашкарти А. Г. Николаев ячӗллӗ тӗнче аэропорчӗн аэродром инфратытӑмне тӗпрен юсас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Ӗҫсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса пыраҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче иртнӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Росавиаци перронпа рулеж 1 (РД-А) ҫул-йӗрне тӗпрен юсассине проектлама контракт тунӑ. Проект ушкӑнӗ аэродром территорине тишкерме тытӑннӑ, ҫав шутра геологипе геодези тӗпчевӗсене туса ирттернӗ.
«Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарӑн «сывлӑш гаванийӗн» реконструкцийӗ вӗҫленет, вӑл пассажирсене пысӑк класлӑ пулӑшу кӳме тытӑнӗ. Анчах, чи кирли – ҫул-йӗре пуласлӑхра анлӑлатасси. Кӑҫал пассажир юхӑмӗн черетлӗ рекордне кӗтетпӗр, вӑл, ахӑртнех, 550 000 пассажиртан та иртсе каясси куҫ кӗретех пулӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Росавиаци ертӳҫи Дмитрий Ядров палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти аэропортӑн пассажир юхӑмӗ тӑхӑр хута яхӑн ӳснӗ юлашки 10 ҫул хушшинче. Пӗлтӗр кӑтарту ҫур миллион ҫынран та иртнӗ. «Раҫҫей Правительстви, республика ертӳлӗхӗ тата уйрӑм ҫын-бизнес аэропорт комплексне модернизацилемелли проекта хутшӑннине пула авиаци вӑй илсе аталанса кайрӗ. Шӑпах сывлӑш транспорчӗ ҫине ҫакӑн пек пысӑк тимлӗх уйӑрни Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене 2030 ҫул тӗлне туллин пурнӑҫа кӗртсе пыма май парать», – тесе палӑртса каланӑ Дмитрий Ядров.
Чӑваш Ен Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра А. Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкар аэропорчӗн аэровокзалӗн ҫурчӗн пӗрремӗш икӗ тапхӑрне юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленет. «Пӗтӗм тӗнчери Шупашкар Аэропорчӗ» ООО официаллӑ майпа ирӗк илнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ аэровокзалта пассажирсемпе ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн объектӑн ытти пайӗсенче строительство ӗҫӗсем пуҫланӗҫ.
«Раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пассажирсене йышӑнма плана кӗртнӗ. Халӗ Ростехнадзор комиссийӗ требованисемпе килӗшӳллӗн пӗтӗмлетӳ ӗҫӗсене кӗтеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн объекта хута яма ирӗк ыйтса Росавиацие ҫырупа тухӗҫ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Аэровокзал ҫуртне юсаса ҫӗнетме 2021 ҫулта тытӑннӑ, ӑна «Пӗтӗм тӗнчери Шупашкар Аэропорчӗ» ООО аэродромӗн операторӗн бюджет тулашӗнчи укҫи-тенки шучӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑл «Аэрофьюэлз» компанисен ушкӑнне кӗрет. Инвестицисен калӑпӑшӗ 1 млрд тенкӗрен те иртнӗ.
Реконструкци вӑхӑтӗнче ҫурт лаптӑкӗсене пысӑклатнӑ, тулашпа шалти электричество сечӗсене, шывпа тивӗҫтермелли тата шывпа ӑшӑтмалли тулашри системӑсене ҫӗнӗрен тунӑ. Ҫуртӑн ҫивӗттине ҫӗнӗрен сарнӑ. Объект ҫывӑхӗнчи территорие тӗпрен ҫӗнетсе илемлетнӗ. Багажсем йышӑнмалли ҫӗнӗ зона хута янӑ. Халӑха йышӑнмалли уйрӑмсем те паха. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурта паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе пуянлатнӑ.