Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Амӑшӗн кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев  Амӑшӗн кунӗпе саламлани

 Хаклӑ аннесем, асаннесемпе кукамайсем, мӑн асаннесемпе мӑн кукамайсем!

 Сире пархатарлӑ та ырӑ уявпа  Амӑшӗн кунӗпе  саламлатӑп!

 Ҫак кун кашниех хӑйӗншӗн чи çывӑх, тӑван çыннине, хайне пурнӑç парнеленӗскерне, тав тӑвать, юратнине пӗлтерет. Пурнӑçӑн чи пӗрремӗш саманчӗсенчен пуçласа пирӗнпе шӑпах анне юнашар, вӑл хӑйӗн ачишӗн хыпса çунать, ӑшшине парнелет. Анне пире шанать, тӗрев парать, йывӑрлӑхсене сирме пулӑшать. 

 Чӑваш халӑхӗ амӑшӗн ятне тивӗçнӗ хӗрарӑма пушшех хисеплет. Халӑхра çапла каланӑ: «Тӑван çӗршыва сыхласа хӑварас тесен ывӑл çуратӑр, халӑха упраса хӑварас тесен хӗр çуратӑр». Анне пирӗншӗн – пурнӑçри пӗрремӗш вӗрентекен, вӑл ачан чунӗнче кӑмӑл-сипет никӗсӗсене хывать. Тӑван çӗршыва юратма та анне вӗрентет. Паянхи кун эпир çершывӑмӑра тивӗçлӗн хӳтӗлекен ывӑлсем çитӗнтернӗ амашӗсене уйрӑммӑн тав тӑватпӑр.

Чӑваш Ен нумай ачаллӑ çемьесемпе мӑнаçланать. Республикӑра хальхи вӑхӑтра виçӗ е ытларах ачаллӑ çемье 18 пинрен те ытла. Ҫуллен социаллӑ пурнӑçра чи хастаррисем патшалӑх тата общество наградисене тивӗçеççӗ. Ачасене тивӗçлӗ воспитани парса ӳстерес енӗпе тунӑ çитӗнӳсемшӗн Чӑваш Республикин амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллипе чыслаççӗ.

 Республикӑри мӗн пур амӑшне çирӗп сывлӑх, çемьере ырлӑх-пурлӑх, телей сунатӑп. Эсир ывӑл-хӗрӗршӗн хыпса çунни, пӑшӑрханни ачӑрсен юратӑвӗпе, вӗсен çитӗнӗвӗсемпе эсир мӑнаçланнипе саплашӑнтӑр.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                      Олег Николаев



24 ноября 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter