Чӑваш Енре пурӑнакансем 6 миллион тенкӗ ытла пухнӑ

Чӑваш Енре пурӑнакансем 6 миллион тенкӗ ытла пухнӑ

 «Раҫҫей ача-пӑча фончӗн» регионти уйрӑмӗ ҫулсерен ирттерекен Чӑваш Енри «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ҫапларах. Пухнӑ укҫа сусӑрсене, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшма, ҫавӑн пекех культура тата спорт программисене йӗркелесе ирттерме, Ҫӗнӗ ҫул парнисене туянма тӑкакланӗ.

Пархатарлӑ укҫа-тенке республикӑри хуласемпе ялсенчен 1000 яхӑн ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.  Чи хастаррисем Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав тата Елчӗк муниципаллӑ округсем пулнӑ.

Виҫӗ ҫул каялла «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» пуҫарӑвӗпе ыркӑмӑллӑх марафонӗ шайӗнче «Аслисем – ачасемшӗн» акци  пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.  Кашни муниципалитета хӑй тӗллӗн проектсен переченьне йӗркелеме сӗннӗ, вӗсене пурнӑҫлама пухнӑ укҫа-тенкӗрен тӑкаклама тӗллев лартнӑ.

«Пирӗн ҫитӗнекен ӑрӑва ҫак процесса мӗнле май килнӗ таран ытларах явӑҫтармалли пирки шухӑшламалла. Эпир кулленхи ӗҫсенче хӑш-пӗр ыйтусене асӑрхаса та ӗлкӗрейместпӗр, ачасен вара  кӑсӑклӑ идейӑсем  чылай ҫуралаҫҫӗ. Вӗсемпе ытларах ӗҫлесе пырсан, марафон ҫӗнӗрен аталанса вӑй илсе кайӗ, ҫынсем те вӑл ӗҫсене йышлӑнрах хутшӑнӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.



25 ноября 2024
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter