Ҫемьесене тата граждансене сахал тупӑшлӑ тесе йышӑнассин процесне икӗ хут чакарнӑ Чӑваш Енре
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ «Тухӑҫлӑ регион» проекта ӗҫе тата пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Тухӑҫлӑ регион» проект шайӗнче перекетлӗ производство принципӗсемпе усӑ курса сахал тупӑшлӑ ҫемьесене тата пӗччен пурӑнакан сахал тупӑшлӑ граждансене регистрацилес енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗ парас процесне пӗтӗмпех электронлӑ форматпа ӗҫлесе пыма йышӑннӑ. Хутпа ӗҫлессине пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫ хучӗсен йышне те сахаллатнӑ. Заявкӑсене пӑхса тухассипе тата пулӑшу илмелли тапхӑра 10 кунран 5 кун хушшинче пӑхса тухма йышӑннӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлени заявлени памалли, даннӑйсене тӗрӗслемелли тата йышӑнусем тумалли процесса ансатлатма май панӑ, ҫакӑ вара перекетлӗ производство принципӗсене тивӗҫтерет», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланнӑ Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова.
Чӑваш Ен Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 12155 ҫемьерен заявлени илнӗ, вӗсенчен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 10660 ҫын (87,7%) электронлӑ майпа ыйтса ҫырнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне сахал тупӑшлӑ 4958 ҫынна шута илнӗ, ку заявление электронлӑ майпа паракансенчен 46,5% пулать.
Министр каланӑ тӑрӑх, малалла ҫак реестра тӗпе хурса граждансен пурлӑхпа укҫа-тенкӗ тивӗҫтерӗвӗн асӑннӑ критерийӗнчен килекен пулӑшу мерисене палӑртма тата пӑхса тухма май парать.
«Ҫӗршыв аталанӑвӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗнче перекетлӗ производство пирӗн ӗҫре патшалӑх управленийӗн трансформацийӗ, муниципалитет функцийӗсене пурнӑҫланин тухӑҫлӑхне тивӗҫтересси тата ытти мӗнпур процессене ҫынсене тивӗҫтерессин шайӗнче усӑ курасси, ҫак тухӑҫлӑрах ӗҫ шучӗпе тивӗҫтересси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Бюджет укҫи-тенкипе пӗлсе тата тӗрӗс усӑ курассине те витӗм кӳрет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Дмитрий Бельцов пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тухӑҫлӑ регион» шайӗнче проектсем регионӑн пур, вӗсем федераци шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ.
«Вӑтамран пӑхас пулсан, ӗҫсем япӑх мар пыраҫҫӗ. Анчах та уйрӑммӑн калас пулсан, хӑш-пӗр муниципалитетсемпе ведомствӑсем кӑштах юларах пыраҫҫӗ. Кунта йӗркеленӗ ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма хушатӑп. Мӗн те пулин улӑштарса урӑх кӑтарту илес тесен ҫак улшӑнусене тумалла, ун чухне кӑтарту пулӗ. Проекта пуҫарса ӑна пурнӑҫа кӗртнипе лӑпланса лармалла мар. Вӗсене федераци шайӗнче тӑратма пултарнӑ ҫынсене хавхалантарма сӗнетӗп» – тесе хушса каланӑ Пуҫлӑх.
Республика Пуҫлӑхӗ патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен компетенцийӗсен центрне йӗркеленӗ май пур служащисене те перекетлӗ производство хатӗрӗсене вӗрентессине тивӗҫтерме каланӑ.