Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлани
Хисеплӗ ентешсем!
Сире Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлатӑп!
«Ҫӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ». Пурте пӗлекен, пуриншӗн те çывӑх çак сӑмахсем кашни янӑрамассерен çӗнӗлле илтӗнеççӗ, ӑшра туйӑмсен çӗнӗ хумне хускатаççӗ. Ҫакӑ ахальтен мар, чӑваш тӗрри пирӗншӗн ӳнер кӑна мар-çке. Вӑл – чӑваш халӑхӗн мӑнаçланмалли, унӑн пуян историйӗ çинчен аса илтерекен пурлӑхӗ. Тӗрӗ – несӗлӗмӗрсем пирӗнпе хутшӑнакан чӗлхе. Вӑл ӑрупа ӑрӑва пӗрлештерет, хальхи вӑхӑт çыннисене хӑйсен йӑх-тымарне тупса палӑртма тата ӑна хакламашкӑн вӗренме май парать, пирӗн пӗрпеклӗхе упрать, пултарулӑх ӗçне алла тытма хавхалантарать.
Пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ тӗрре халалласа Раççейри пӗртен-пӗр музее хута янӑ. Тӑваттӑмӗш çул ӗнтӗ Чӑваш тӗррин наци шкулӗ ӗçлет. Алӑ ӑстисем хӑйне евӗр эрешсемпе тата техникӑпа усӑ курса хальхи вӑхӑтри искусствӑна тата кулленхи пурнӑçа халӑх культурин сӗмне кӗртеççӗ. Чӑваш тӗррипе усӑ курса хатӗрленӗ япаласем паянхи кун çамрӑксене те илӗртеççӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӗрре халӑхра сарас тӗллевпе пуçарнӑ анлӑ ӗç, унӑн кульминацийӗ «Раççей тӗрленӗ картти» проект пулса тӑчӗ, халӑх ӳнерӗпе, пирӗн çӗршыври ытти халӑхсен историйӗпе, культурипе кӑсӑкланас туртӑма капашлӑ юхӑм шайне çитерчӗ. Чӑваш тӗрри вара республикӑн Раççейре çеç мар, чикӗ леш енче те палласа илекен бренчӗ пулса тӑчӗ.
Чӑваш тӗррин ӑстисене тата çакӑн пек тӗлӗнмелле илемлӗ ӳнерпе çыхӑннӑ çынсене культура пуянлӑхне упранӑшӑн чунтан тав тӑватӑп! Пурне те çирӗп сывлӑх, ырлӑх-пурлӑх, профессире тата пултарулӑхра ӑнӑçу сунатӑп!