Республикӑра Чӑваш тӗррин кунне кӑҫалхипе пиллӗккӗмӗш хут ирттернӗ
Уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культура еткерӗ пек чӑваш тӗррине упраса хӑварас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта республика халӑх искусствин управҫисемшӗн йӑлана кӗнӗ тӗрӗ центрӗ пулса тӑнӑ, унӑн никӗсӗ ҫинче креативлӑ индустри ҫуралнӑ, 10 бренд тум, эрешсемпе аксессуарсем палӑрнӑ.
«Ҫак ҫулсенче, указа алӑ пуснӑ кунран пуҫласа, республикӑн культура пайне тӗпрен ҫӗнӗ улшӑнусем кӗнӗ, паллӑ пулӑсемпе пуянлатнӑ. Пирӗн проекта пула «Раҫҫей тӗрленӗ картти» Чӑваш Ен халӑх искусствин управҫисемшӗн, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрӗ ӑстисемшӗн йӑла-йӗрке тӗррин центрӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш тӗрри республика бренчӗ пулса тӑчӗ. Ӑна тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Кашни ҫул эпир хамӑрӑн проектсенче ҫӗнӗ шая тухатпӑр, чӑваш халӑхӗсен пуян историне упраса хӑварассишӗнн, ӑна ламран-лама куҫарса пырассишӗн тӑрӑшатпӑр» - тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Паллӑ пулӑма ку хутӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ирттернӗ, халӑх йышлӑн пухӑннӑ.
Уяв хӑнисене республикӑри дизайнерсен чӑваш тӗрриллӗ тум-тирпе, ҫамрӑксен коллекцийӗсен ҫав тери чаплӑ вокалпа хореографи кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ.
Кӗскен пӗлме: Чӑваш тӗррин кунне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культура еткерӗ пек чӑваш тӗррине упраса хӑварас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уяв кунне йӑлана кӗнӗ халӑх шухӑшне чӗртсе тӑратма пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова ҫуралнӑ кун тӗлне уявлама йышӑннӑ. Республикӑри муниципаллӑ тата хулари культура учрежденийӗсенче пӗтӗмпе Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне 400 ытла мероприяти иртнӗ, вӗсен хушшинче пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика конференцийӗ, тӗрӗ ӑстисемпе тӗлпулусем, ӑсталӑх класӗсем, таврапӗлӳ сехечӗсем, викторинӑсем. Унта хутшӑнма 10 пин ытла ҫын йышӑннӑ.