Чӑваш Енре 2,5 млрд тенкӗлӗх инвестициллӗ пиллӗк проект пурнӑҫа кӗрет

 «Чӑваш Ен инвестици аталанӑвӗн агентстви» АНО (Чӑваш Ен АИР) пулӑшнипе 2,5 млрд тенкӗ явӑҫтарса 417 ӗҫ вырӑнӗ  хатӗрлеме май килнӗ,  пысӑк калӑпӑшлӑ инвестициллӗ пиллӗк проект пурнӑҫа кӗртнӗ.  Вӑл шутра «ЧЭТА»  тулли мар яваплӑ общество, «Евраз Автоматика» ТМЯО,  «ОБД» завод ТМЯО,  «Индустриальнӑй парк» ТМЯО,  «Звениговский» (аш-какай тирпейлекен цех) тулли мар яваплӑ общество, 369 млн тенкӗлӗх 2 проект пурнӑҫа кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Тата тепӗр виҫӗ инвестициллӗ проект 132,2 млн тенкӗллӗх пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсем туса пыма витӗм кӳрет.

 «Пурӗ паянлӑха Чӑваш Енри АИР-па пӗрле 8,7 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртакан 83 млрд тенкӗлӗх 114 инвестици проекчӗ пур тесе хакланӑ»  пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев агентствӑн сӑнав канашӗн ларӑвӗнче. Ҫав вӑхӑтрах проектсен тӗп пайӗ Шупашкар агломерацийӗн муниципалитечӗсенче  пурнӑҫланассине асӑнса хӑварнӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

2025 ҫулхи приоритетлӑ тӗллевсен шутне республика Пуҫлӑхӗ регион стандартне 3. 0  ӗҫе кӗртнӗ май бизнес валли инвестици сӗнӗвӗсене йӗркелессине каланӑ.

Чӑваш Енри АИР пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк проектсен шутне «Ҫеҫпӗл» «Индустри паркӗ» УК тулли мар яваплӑ общество проекчӗсем, «ИНТЕРЭНЕРГО» ТМЯО, «МЕГАПОЛИС-ЧЕБОКСАРЫС» ТМЯО. 

500 млн тенкӗрен пуҫласа 1 млрд тенкӗ таран суммӑлӑх проектсем   «Авиатор» ООО,  «Шупашкарти вӑй агрегачӗсен заводчӗ» ТМЯО,  Канашри чӑх-чӗп заводчӗ, «Чебомилк» ТМЯО, «Волга Премиум» ТМЯО тата ыттисем те.

Чӑваш Ен АИР инвесторӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ май проектӑн конкретлӑ требованийӗсене вырнаҫтармалли, инфраструктурӑпа ҫыхӑнтарма тата ресурспа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшмалли  вырӑнсене хатӗрлесе пырать. Федераци тата регион шайӗнчи пулӑшу мерисене суйласа илессипе ӗҫлет,  вӗсене илмелли документсен пакечӗсене хатӗрлеме пулӑшать. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен укҫа-тенкӗ явӑҫтарассипе те хастар тӑрӑшать.



28 ноября 2024
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter