Чӑваш Енре социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшусемпе электронлӑ майпа усӑ курас текенсен йышӗ 88% ҫитнӗ
Ҫакӑн пек цифрӑна Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре «Цифрӑллӑ экономика» наци проекчӗ хастар пурнӑҫланать, унӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - массӑллӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшусен электронлӑ форматпа усӑ курма май пуррине ӳстересси. Республикӑра муниципалитетӑн 88 социаллӑ пулӑшӑвӗпе усӑ курма майсем пур, 2022 ҫултанпа вӗсене Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче усӑ курма условисем йӗркелесе панӑ.
Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсемпе округсен администрацийӗсем электронлӑ майпа паракан пулӑшу ӗҫӗсен планне туса хатӗрленӗ, вӗсен кӑтартӑвӗ 65% ҫитнӗ. Пӗтӗмӗшле калас пулсан, республикипе ку кӑтарту самай пысӑкрах.
«2024 ҫулхи 11 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пулӑшу ӗҫӗсен пайӗ 88,2 % танлашнӑ. Ҫитменнине кӑтарту влаҫӑн ӗҫ тӑвакан мӗнпур органӗсенчен пысӑкрах. Анчах ҫак ӗҫе лайӑхлатмалла, электронлӑ майпа 2030 ҫул тӗлне усӑ курма май паракан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессин кӑтартӑвне 95% ҫитерме тӑрӑшмалла. Ку «Цифрӑллӑ трансформаци» наци тӗллевӗн кӑтартӑвӗсенчен пӗри пулса тӑрать», – тесе палӑртса каланӑ вице-премьер Дмитрий Краснов.
Мониторинга лайӑхлатма тата МСЗУ пахалӑхне ӳстерме Чӑваш Республикинчи Нумай функциллӗ центрсен Автоматизациленӗ информаци тытӑмне самай ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Ҫӗнӗлӗхсене тӗпе хурса, МФЦ-ра граждансен мӗнпур ыйтӑвӗсене тӗрӗслеве илме май пур, ҫавӑн пекех кӑтартусене тишкерме ятарлӑ дашбордсем йӗркелеме май пур. Ҫакӑн пек дашбордӑн пӗрремӗш версийӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Лару-тӑру центрӗнче 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче пурнӑҫа кӗме пуҫлӗ.
Электронлӑ ыйтусен шутне ӳстерни кӑна ҫителӗксӗр, влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне тӗплӗнрех хаклама пулӑшассипе пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫине те тимлӗх уйӑрма тӑрӑшмалла.
Аса илтерсе хӑваратпӑр, маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе цифра трансформацийӗн стратегине синхронизацилени кирлине палӑртнӑ: «Цифрӑллӑ трансформаци ҫитес ултӑ ҫуллӑх валли эпир хамӑрпа ҫирӗплетекен тӗллевсене татса пама пулӑшакан пайсенчен пӗри пулмалла», – тенӗччӗ вӑл.