Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен планеркӑра коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем пирки сӳтсе явнӑ
«Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене хумхантаракан ыйтусене пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Кирлӗ пулсан, вӗсене пулӑшас ӗҫе тӳрлетӳсем кӗртмелле. Эпир, хамӑр енчен, вӗсем ҫине туххӑмрах тимлӗх уйӑрма хатӗр. Вӗсен ыйтӑвӗсене профильлӗ ӗҫ тӑвакан органсем патне ҫитерме тата пӗрле ӗҫлеме те пултарайратпӑр. Кунта ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе пыни те пӗлтерӗшлӗ. Вӗсене ӑнлантарса пама пӗлмелле, ҫак ӗҫсене обществӑлла канашсенче, депутатсен корпусӗсенче вӑй хуракансене те явӑҫтарма тӑрӑшмалла», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен планеркӑра тарифсем пирки ыйтӑва сӳтсе явнӑ май.
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ӳсессине палăртнӑ. Кун пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Кун пирки калакан Указа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ пулнӑ. Ӑна йышӑннӑ чухне Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫине ӳстермелли индекса шута илнӗ. Ҫак кӑтарту 10,7 процентпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 4,8 процент чухлӗ уйрӑлса тӑма пултарать. Ҫавна май коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тӳлевӗн виҫи муниципалитетсенче расна пулӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑхӑн Ҫурт-йӗр инспекцине, Конкурентлӑ политикӑпа тарифсем енӗпе ӗҫлекен Патшалӑх службине, Ҫут ҫанталӑк министерствине, Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерствине муниципаллӑ тата хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле муниципалитет пӗрлӗхӗсенчи коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсем пирки халӑх хушшинче хыпарсене анлӑрах сарма, ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса пама хушнӑ. Тӑкаксене саплаштарма май паракан субсидисем пирки те ҫынсене тӗплӗнрех пӗлтерме чӗнсе каланӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн вӑл 13 ҫурӑ процентран иртмӗ. 10 муниципалитетшӑн ҫак индекс 10,7 процент пулӗ. Тӗслӗхрен, ялта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте электричествӑшӑн, газшӑн тата ӑпӑр-тапӑра турттарса тухнӑшӑн пӗр ҫын пуҫне 298 тенкӗ те 25 пус нумайрах тӳлемелле пулать. Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен 1 кубла метр газшӑн 8 тенкӗ те 16 пус тӑкаклама тивӗ. Электричество хакӗ те ӳсет.
Йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухасси те хакланать. Тариф 5 процент чухлӗ ӳсет. Ялти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен 60 тенкӗ те 90 пус, хуларисен - 73 тенкӗ те 16 пус, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче тӗпленнисен 62 тенкӗ те 73 пус тӳлемелле пулать. Чӑваш Республикин конкурентлӑ политикипе тарифсен патшалӑх службинче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяшсене илсе кайнӑшӑн тӳлемелли хаксем Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче чи йӳннисем.
Халӑха социаллӑ пулӑшу парас тӗллевпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме субсиди илме май пуррине пӑхса хӑварнӑ, ӑна илмелли правӑна палӑртма граждансен пурӑнмалли вырӑнпа социаллӑ хӳтлӗх органӗсене каймалла.