Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци Чӑваш Енре старт илнӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци Чӑваш Енре старт илнӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ӗмӗтсен чӑрӑшӗ ҫинчен ачасен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме виҫӗ шар  татса илнӗ. Автономовсен аппӑшӗсем – Ульяна, Кира тата Ника – ролик коньки пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫамрӑк Владимир Рябов –  тӗксе ҫӳремелли хӗллехи коляска валли ятлӑ конверт ыйтса ҫырнӑ. СВО хутшӑнаканӑн ывӑлӗ, виҫӗ ҫулти Миша Сурнаев парне – кӗтменлӗх ыйтса ҫырнӑ пулнӑ.

 «2018 ҫулта асӑннӑ акци Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ. Асӑннӑ пуҫарӑва ачасене тимлӗх уйӑрас тӗллевпе пуҫласа янӑ.  Ҫак акцие пула хӑйсен кӑмӑлӗсене пурнӑҫланӑ ачасен йышӗ  самай  ӳснӗ.  Ҫак йӑла-йӗркесене тытса пырса, Президент пуҫарӑвне регион шайӗнче аталантарса пыма тӑрӑшатпӑр. Ырӗ ӗҫсен марафонне малалла тӑсса пыратпӑр. Кӑҫал ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисем уйрӑмах тимлӗхре, уйрӑмах хӳтӗлевҫӗсӗр юлнӑ ҫемьесенчи ачасем, нумай ачаллӑ ҫемьесенчен те сахал мар», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республики кашни ҫулах акцине хастар хутшӑнать,  республикӑра пурӑнакансен хушшинче, уйрӑмах муниципалитетсенче,  ҫак ӗҫе хутшӑнас текенсен йышӗ те сахал мар.  Тӗслӗхрен, 2018 ҫулта  ачасен 35 ӗмӗтне пурнӑҫланӑ пулсан, 2023 ҫулта – 130 ытла. Кӑҫал 700 яхӑн заявка панӑ. Республикӑри ҫамрӑк ачасем ҫул ҫӳревсем пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, Ҫӗнӗ ҫулхи илемлӗ мероприятисене ҫитсе курма шухӑшлаҫҫӗ.

Ӗмӗтсене пурнӑҫлама пулӑшакансем: Чӑваш Республикин Правительстви, парламентарисем, право хуралӗн органӗсен представителӗсем, предприятисен ертӳҫисем, аслӑ пӗлӳ паракан вӗрентӳ организацийӗсен ректорӗсем, Чӑваш Енри профессиллӗ вӗрентӳ организацийӗсен директорӗсем, республикӑри Общество Палатин эксперчӗсем.

Пӗтӗм Раҫҫейри акцие йӗркелекенсем Росмолодёжь.Добро. Акци пирки тӗплӗнрех елкажеланий.рф. сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.  Пӗтӗм Раҫҫейри  «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ.



17 декабря 2024
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter