Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ АТК ларӑвӗнче соцобъектсенчи хурал предприятийӗсен ӗҫ пахалӑхне ӳстерме чӗнсе каланӑ
Сӑмах кунта культурӑпа спорт объекчӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пирки пырать, мӗншӗн тесен, вӑл объектсенче концертсемпе ытти мероприятисенче халӑх йышлӑн пухӑнать.
«Социаллӑ учрежденисенче уйрӑм хурал предприятийӗсен ӗҫ пахалӑхне ӳстерес енӗпе ӗҫлӗпӗр тесе шутлатӑп. Ҫитес вӑхӑтра ку ыйту ҫине ытларах тимлӗх уйӑрӑпӑр. Сыхлав предприятийӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ Спорт министерствипе Культура министерстви, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси тӗп ыйтусенчен пӗри яланах пулмалла», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев террора хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗнче.
Вӑл культурӑпа спорт учрежденийӗсене инженерипе техника сыхлавӗн кирлӗ хатӗрӗсемпе тивӗҫтермеллине, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен сотрудниксен йышне ӳстермеллине, массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ чухне тимлӗрех пулмаллине чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикинчи террора хирӗҫ кӗрешессипе тимлекен комиссийӗн аппарачӗн ертӳҫи Евгений Терёшин палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫсене пула регионта лару-тӑру лӑпкӑ. Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче асӑрхануллӑ пулма, тимлӗхе самантлӑха та ҫухатма юраманнине чӗнсе каланӑ вӑл. Ҫитес ҫулта та палӑртнӑ тӗлллевсене туллин пурнӑҫа кӗртсе пырассипе тата та хастартарах ӗҫлемеллине асӑннӑ.
Информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса тӑвакан преступленисене хирӗҫ тӑмалли мерӑсене те пӑхса тухнӑ паянхи комиссийӗн ларӑвӗнче.
2024 ҫулхи 11 уйӑхра регистрациленӗ 11434 преступленисен шутӗнчен ҫурри ытла (6090) информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса тунӑ. Кун пек кӑтартусем пирки тӗплӗнрех Чӑваш Енри ШӖМ полици пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Митрофанов каласа кӑтартнӑ.
Паллӑ мар ҫынсем хӑйсен е кредит укҫине вӑрланин фонӗ ҫинче граждансен сыхлӑхне ӳстермелли ыйтӑва уйрӑм пӑхса тухнӑ. 2024 ҫулхи 11 уйӑхра пӑтӑрмахсене кӗрсе ӳкнӗ ҫынсем пурӗ ултавҫӑсене 120 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кӑтарту сахал мар, апла пулсан, енчен те уҫтавҫӑсем ҫынсене шӑнкӑравласа кирлӗ мар хыпарсемпе усал ӗҫсем тума явӑҫтараҫҫӗ пулсан, туххӑмрах ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсене пӗлтерни вырӑнлӑ. Ҫийӗнчех тупса палӑртсан, вӗсне явап тыттарма та пултарайраҫҫӗ ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем.