Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2025 ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани
Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем, хисеплӗ ентешсем!
Ҫывхарса килекен 2025 ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлатӑп!
Ҫак уявсем – савӑнӑҫпа шанчӑк тата ҫӗнелӳ тапхӑрӗ. Вӗсем пире ҫемье, туслӑх тата пӗрлӗх пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтереҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир иртсе каякан ҫулӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тӑватпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе ӑса вӗрентекен саманчӗсене аса илетпӗр, тата, паллах, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхатпӑр.
Хыҫа юлакан ҫул пулӑмсемпе, асра юлакан туйӑмсемпе тата пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинчи ҫитӗнӳсемпе пуян пулчӗ. Эпир шкулсемпе ача сачӗсем, больницӑсемпе культура объекчӗсем тӑватпӑр тата юсаса ҫӗнететпӗр, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштаратпӑр тата пиртен пулӑшу кӗтекен кашни ҫыннах пулӑшатпӑр.
2024 ҫулта пӗрлехи вӑйпа тунӑ пирӗн пӗтӗм ӗҫ – республикӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ. Эпир хальлӗхе пӗр регионта та ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Ку вӑл – Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи. Унта отрасль проекчӗсемпе муниципаллӑ проектсене, территорисене аталантармалли плансене пурне те шута илнӗ, тата, чи кирли, вӗсене пӗр-пӗринпе ҫӗршыв ертӳҫисен сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн шайлаштарса ҫыхӑнтарнӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин Ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ 2025 ҫул пирӗн пӗрлӗхе, эпир Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине тата пирӗн хӑруш-сӑрлӑха шанчӑклӑн хураллакан паттӑрсене хисеп тунине палӑртакан символ пулса тӑрӗ. Ҫитес ҫул эпир истори пӗлтерӗшлӗ пысӑк пулӑма – Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине паллӑ тӑватпӑр.
Пире ӑрусем хушшинчи ҫыхӑну тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни тачӑ пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне ҫирӗп йӗркепе пурнӑҫланакан йӑла пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫапӑҫу хирӗнче ахальтен юн тӑкманнине уҫӑмлӑн аса илтерет. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене тивӗҫлипе хисеп тӑвасси пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Пӗрлешсе кӑна эпир нумайранпа кӗтекен тӑнӑҫ пурнӑҫа ҫывхартма тата татӑклӑн ҫӗнтерме пултаратпӑр!
Хаклӑ туссем, сире ҫывхарса килекен 2025 ҫул ячӗпе саламлатӑп. Вӑл пурин валли те телей, савӑнӑҫ, ӑнӑҫу илсе килтӗр. Сирӗн пӗтӗм ӗмӗтӗр пурнӑҫлантӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, ӗҫре ӳсӗмсем тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев