Чӑваш Енре пурӑнакан 150 пин ытла ҫын «Спортпа сывлӑх эрнисем» акцине хутшӑннӑ
Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уяв кунӗсенче ҫулсерен спорт енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ Правительство ҫуртӗнче эрнесерен пулакан планеркӑра кун пирки Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров пӗлтернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен мӗн пур муниципаллӑ округсенче спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе мероприятисем ирттернӗ. Фестивальсем, ҫемье командисем хушшинче спорт уявӗсем пулнӑ, конькипе, йӗлтӗрпе, ҫунашкапа массӑллӑ ярӑнтарусем туса ирттернӗ.
Пурӗ халӑх валли 130 пӑр арени тата урам катокӗ, 133 йӗлтӗр трасси, 86 бассейн тата 762 спорт залӗ хатӗрлесе тӑратнӑ. Муниципаллӑ пӗрлешӳсенче пӗтӗмпе 400 ытла спорт мероприятийӗсем ирттернӗ.
«Спортпа сывлӑх» эрнисенче 1000 ытла ҫын «Росинка» тата «Белые камни» физкультурӑпа сывлӑх центрӗсене пулнӑ, унта спортӑн тӗрлӗ енӗпе физкультура мероприятийӗсене йӗркеленӗ тата уҫӑ сывлӑшра сывлӑха ҫирӗплетнӗ.
Акци вӑхӑтӗнче спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе официаллӑ майпа спорт енӗпе 9 мероприятийӗ ирттернӗ. Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Краснов Вячеслав Максимовича асӑнса конькипе чупассипе (шорт-трек) республика ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ. Мини-футбол, «ралли-спринт» дисциплинӑра автомобиль спорчӗпе республика чемпионачӗ тата ытти кӑсӑклӑ ӑмӑртусене ирттернӗ.