Пӗлтерӗшлӗ инцидентсемпе пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче пулманпа пӗрех тенӗ регион Пуҫлӑхӗ

Пӗлтерӗшлӗ инцидентсемпе пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче пулманпа пӗрех тенӗ регион Пуҫлӑхӗ

«Уяв кунӗсенче эпир тӗрлӗ енлӗ ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Мӗнпур мероприятие тивӗҫлӗ шайра йӗркеленине палӑртмалла. Инцидентсемпе пӑтӑрмахсем нумаях мар. Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе кӑтартусем чакни сисӗнет. Ку мероприятисем тӗлӗшпе пысӑк аналитика ӗҫӗн кӑтартӑвӗ. Ӳлӗмрен те, яланхи пекех  тухӑҫлӑ профилактика ӗҫӗсене йӗркелесе ирттерме сӗнетӗп», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче пушарсен шучӗ 45% чакнӑ, пӑр айне ҫынсемпе техника путнипе ҫыхӑннӑ шыв ҫинче пӑтӑрмахсем пулман тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енри ГКЧС ертӳҫи Сергей Павлов.

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗччен 24 пушара шута илнӗ, вилнисем ҫук. Ку пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 45% сахалрах (43).  Халӑх йышлӑ пухӑннӑ массӑллӑ мероприятисенче пӗр пушар та пӗр пӑтӑрмах та пулса иртмен.

Пушарсем пур-пӗрех хушма хуҫалӑхсемпе ҫурт-йӗрсенче пулкаланӑ.  Сӑлтавӗ те паллӑ,  пирус туртнӑ чухне  ҫынсем асӑрхануллӑ пулманни, тимлӗхе ҫухатни. Профилактика мероприятийӗсене кулленех йӗркелесе ирттернӗ.  Уйрӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем патӗнче те тӑтӑшах пулса, вӗсемпе профилактика ӗҫӗсене ирттернине палӑртнӑ ведомство ертӳҫи.

Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ ҫавӑн пекех пиротехника изделийӗсемпе суту-илӳ правилисене пӑхӑннине, вӗсене усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене, вӗсене пурнӑҫламалли вырӑнсене тишкерсе профилактика рейчӗсене пӑхса тухнине пӗлтернӗ.

Республикӑри катастрофӑсен медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пиротехника изделийӗсемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнипе пӗр ҫын сусӑрланнине палӑртнӑ.

Вице-премьер – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен регионта 271  ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнине хыпарланӑ.   «2024 ҫулта кӑрлач уйӑхӗнче вилеслӗх пысӑкланнин сӑлтавӗ, уйрӑмах уяв кунӗсенче, алкогольпе наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ», –  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.



09 января 2025
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter