Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Прокуратурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Паян эпир сирӗн професси уявне паллӑ тӑватпӑр.
Прокуратура ӗҫӗ-хӗлӗ патшалӑх пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм енне пырса тивет. Прокурорсем Конституцие тата ҫӗршыв саккунӗсене ҫирӗп йӗркепе пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтереҫҫӗ, наци проекчӗсем пурнӑҫа кӗнине тӗрӗслеҫҫӗ, право сыхлакан органсем преступленилӗхпе кӗрешессине йӗркелесе тӑраҫҫӗ, коррупципе кӗрешмелли мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.
Общество ырлӑхӗшӗн тӑвакан сирӗн ӗҫӗр граждансен ӗҫлев, ҫурт-йӗр тата ытти социаллӑ прависене хӳтӗлессинче уҫҫӑн палӑрать. Эсир ҫул ҫитмен ачасемпе сусӑр ҫынсен, пенсионерсен интересӗсене сыхлатӑр, вӗсене йывӑр лару-тӑрура хӑйсен прависене хӳтӗлеме пулӑшатӑр.
Çакна палӑртмалла: прокурор тени должноҫ е професси кӑна мар, вӑл – чун туртӑмӗ. Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама пысӑк ӑсталӑх ҫеҫ мар, кӑмӑл-сипет тасалӑхӗ те кирлӗ.
Тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тата тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларма ӑнтӑлнӑшӑн сире тав тӑватӑп! Тӗрӗс йышӑнусем тума ӑс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме ҫирӗплӗх, пархатарлӑ ӗҫӗрте ӑнӑҫусем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев