«Малютка» ача ҫурчӗнче ҫитӗнекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ҫул 1,5 хут чакнӑ
Паянхи куна илес пулсан, ачасене усрамалли ятарлӑ ҫуртсенче 28 ача (2023 ҫулта 43 ача) ҫитӗнет, вӗсенчен ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисем – 8, вӑхӑтлӑха социаллӑ статус палӑртиччен – 20-ӗн шутланса тӑраҫҫӗ. 2024 ҫул хушшинче Ача ҫуртӗнчен тӑван ҫемьесене 36 ачана тавӑрса панӑ, опекӑна 20 ачана илнӗ. Ҫемьене панӑ ачасем пӗтӗмпе – 56, (51 ачана – 2023 ҫулта) усрава илнӗ. Вӗренӳ министерствин йышӑнӑвӗпе ачасем вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли тапхӑра икӗ хут чакарнӑ. «Малютка» ача ҫуртӗнче – 6-ран пуҫласа 3 уйӑхчен кӗскетнӗ ятарлӑ тапхӑра. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.
Яланхиллех ӗҫлӗ канашлӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Ӗҫе пухӑннисем муниципалитет тата хула округӗсенчи опекӑпа попечительлӗх органӗсен профилактика ӗҫӗсене тишкернӗ тата тӑлӑх ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен шӑписем пирки канашланӑ, пӗлтӗрхи кӑтартусене пӑхса тухнӑ.
Юлашки 5 ҫулта тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен шучӗ 14% чакнӑ. Ҫемьесенче ҫитӗнекен ачасен тӳпи 94% шайӗнче упранать. Апла пулсан, пепкесене усрава илес текенсем сахал мар. Ытлрах ҫемьесенче ачасем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнеҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ ятарлӑ учреждение хатӗрлесе, ӑна малалла аталантарас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнса унӑн базинче ҫемьесене тивӗҫлипе усӑ курмалли компетенцисен центрне йӗркелеме хушнӑ.
«Малютка» ҫурт пирки сӑмах пуҫарнӑ май, чи малтан ашшӗ-амӑшӗ ҫитӗнтерме килӗшмен ачасем патне ытларах тимлӗх уйӑрмаллине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ. Енчен те ашшӗ-амӑшӗсем хавшак пулсан, специализациленӗ медицина пулӑшӑвӗ парса пулӑшмаллине те асӑннӑ вӑл. Учрежденине Вӗренӳ министерствине тытса пыма чӗнсе каланӑ. Ытларах пӗчӗк ачасене аталанса пыма, вӗсен тавра-курӑмлӑхне анлӑлатма хӑтлӑ условисем йӗркелеме каланӑ Пуҫлӑх. Ҫак учрежденин комплекслӑ аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене тӗрӗслесе тӑма тата витӗм кӳме Сывлӑх министерствипе Ӗҫ министерствине те хушнӑ. Культура министерствипе Спорт министерствине те палӑртнӑ ыйтупа ӗҫлеме сӗннӗ. Компетенцисен тулли центрӗ пулса тӑмаллине тепӗр хут палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Олег Николаев ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Правительство комиссийӗ шайӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсемпе вӗсен прависене хӳтӗлессипе тимлекен муниципалитетсенчи комиссисен ӗҫне тишкерме каланӑ, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тарӑн тишкерӳ туса хӑварма хушнӑ.
Вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ 5% сахалланнӑ. Анчах чӗрӗ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинченех «социаллӑ тӑлӑх» шучӗ ӳснине асӑннӑ министр. Вӗсем ытларах: Йӗпреҫре, Сӗнтӗрвӑрринче, Улатӑрта, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Вӑрнарта, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар хулинче Мускав районӗнче.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра – тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем – 2238, вӗсенчен 1098 ача – 751 усрав ҫемьере ҫитӗнет, 1003 ача – опекунсен (попечительсен) 800 ҫемьинче; 106 ача – тӑлӑх ачасем валли йӗркеленӗ организацисенче, тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен Шупашкарти центрӗнче, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ тӑлӑх ачасемпе ачасен Ҫӗмӗрлери центрӗнче, Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат шкулӗнче тата та ытти учрежденисенче ачасем хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыраҫҫӗ. Патшалӑх пурне те ҫителӗклӗ таран тимлӗх уйӑрать, условисем пӗр тан, ачасен тавра-курӑмлӑхне пуянлатма хӑтлӑ условисем йӗркелесе парать.