Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртет
Патшалӑх влаҫӗн органӗсен представителӗсем муниципалитетсенче пурӑнакансемпе ирттернӗ тӗлпулусенче 2025 ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсене индексацилесси пирки каласа кӑтартӗҫ. Халӑхпа пӗр тӗл пулнӑ чухне ертӳҫӗсем хӑш-пӗр пӑтӑрмахсем пирки чарӑнса тӑрӗҫ, нумай чухне ҫынсем ултавҫӑсем аллине лекине, банк карттисенчен укҫа час-часах ултавҫӑсем уҫласа илни пирки те хыпарлӗҫ. Пур ҫӗрте те яланах тимлӗ пулмаллине асӑрхаттарӗҫ вырӑнти халӑха.
Ҫавӑн пекех тӗлпулусем вӑхӑтӗнче кун йӗркипе килӗшӳллӗн, шкулсемпе ача сачӗсенче ача-пӑча апатланӑвне йӗркелес, хӗллехи тапхӑрпа муниципалитетсенчи ҫулсене тирпейлӗ тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хускатӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсене планпа индексацилесси пуҫланать. Раҫҫей Правительстви граждансен тӳлевне тӗпе хурса хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем пулӗҫ. Коммуналлӑ инфратытӑм объекчӗсене модернизацилес тата тӗпрен юсав ӗҫӗсене тунӑ чухнехи тӑкаксене шута илсе улшӑнусем пулӗҫ.
Граждансен коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлессине 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи кӑтартупа танлаштарсан 10 муниципаллӑ пӗрлешӳсенче 10,7% ытла ӳссе улӑшӑнмӗ. 11 муниципалитетра экономикӑпа сӑлтавланӑ тарифсене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе (ытларах ку ӑшӑ энергийӗпе ҫыхӑннӑ тарифсем) палӑртнӑ май улшӑну 10,8% пуҫласа 15,4% таран пулӗ, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен урӑх наборпа пурӑнакансемшӗн тӳлев улшӑнӑвӗн индексӗ пӗчӗкрех кӑтартупа танлашӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансен пӗрлехи тӳлевӗ администрацисемпе ӑшӑ паракан организацисем тунӑ килӗшӳсенче палӑртнӑ ӑшӑ энергийӗн хакӗсене шута илсе улшӑнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах коммуналлӑ пулӑшусен хакӗ пӗр шайра сыхланса юлӗ. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республикинче – ПФО мӗнпур субъекчӗ хушшинче коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли чи пӗчӗк тӳлев. Хутса ӑшӑтмалли, сивӗ шывпа тивӗҫтермелли тата сеть газӗн пулӑшӑвӗ – аялтан 2 вырӑнта, электроэнергипе тивӗҫтермелли пулӑшусем – 3 вырӑнта, шыв ӑсатмалли вырӑнсем – 4 вырӑнта, вӗри шывпа тивӗҫтермелли – ПФО регионӗсем хушшинче аялтан 6 позици йышӑнать.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме халӑха социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсем малалла та ӗҫлеҫҫӗ, ӑна илмелли правӑна палӑртма пурӑнмалли вырӑнпа социаллӑ хӳтлӗх органӗсене кайса кирлӗ пек документсене тӑратмалла.
Киберхӑрушсӑрлӑх тата телефон ултавҫисенчен сыхланасси – паянлӑха халӑхӑн финанс енпе пӗлӳ шайне аталантарассинче чи ҫивӗч ыйту пулса тӑрать.
Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусем – психологи мелӗсен пӗрлӗхӗ, вӗсем ултавлӑ майпа гражданинӑн вӑрттӑн информацине илме витӗм кӳреҫҫӗ, час-часах банк карттин даннӑйӗсем, госуслугӑсенчи харпӑр хӑй кабинетран пароль, банкӑн мобильлӗ приложенине кӗмелли смс-кодсем т. ыт. те. Ҫаксем пирки тӗплӗн ыйтса пӗлеҫҫӗ ултавҫӑсем, хыҫҫӑнах пӑтӑрмахсем тупса кӑлараҫҫӗ. Кун пек инкексем ан пулччӗр тесен, питӗ асӑрханулӑ пулмалла, тимлӗхе самантлӑха та ҫухатма юрамасть. Интернетра тата социаллӑ сетьсенче ултавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫӑмӑл ӗҫ сӗнеҫҫӗ, телефонпа шӑнкӑравлаҫҫӗ. Телефон ултавҫисем Раҫҫейре талӑкне 30 млн шӑнкӑрав тӑваҫҫӗ. Кун пирки ятарлӑ специалистсем тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта Чӑваш Енре интернет-сетьре 4128 йӗрке пӑснӑ тӗслӗхе шута илнӗ. Оперативлӑ тата профилактика мероприятийӗсем тӑтӑшах йӗркелесе ирттереҫҫӗ пулин те, пур-пӗрех йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен тата вӑрланӑ укҫа-тенкӗ шучӗ ӳссе пыни куҫ кӗретех.
Ултавҫӑсенчен хӳтӗленмелли тӗп меслетсем – паллӑ мар номертен шӑнкӑравласан телефона тытмалла мар, нимӗнле сведенисемпе кодсем те пӗлтермелле мар ытти ҫынсене, пӗлмен ссылкӑсем тӑрӑх куҫма юрамасть. Иккӗленӳ ҫуралчӗ пулсан, васкавлӑн хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусемпе (ачусемпе, аҫу-аннӳпе, ытти тӑванусемпе тата юлташусемпе) канашласа илмелле, банка, полицие е ытти ведомствӑна шӑнкӑравласа пӗлтермелле.