Чăваш Республикин Пуçлăхĕ професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламланӑ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе  саламланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑн стабильлӗ аталанӑвне тивӗҫтерес, бюджет укҫи-тенкине тӗрӗс пӗлсе тӗллевлӗ тӑкаклас, патшалӑх тата муниципалитет туянӑвӗсене ирттерес, ҫавӑн пекех наци проекчӗсемпе программисене пурнӑҫа кӗртес енӗпе прокуратура ӗҫченӗсемпе пӗрле конструктивлӑ ӗҫленине палӑртнӑ.

«Темиҫе ҫул каялла республика прокурорӗпе муниципаллӑ йӗркеленӳсен тата республикӑн шут органӗсен ӗҫ-хӗлне пӗтӗмӗшле централизацилесси пирки сӑмах хускатнӑччӗ. Паян та ҫак меслет хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ. Эпир кашни тенке курма, унпа тухӑҫлӑ усӑ курнине сӑнаса тӑма, кирлӗ пулсан вӑл е ку должноҫри ҫын ӗҫ-хӗлне хак пама пултаратпӑр. Пирӗн пата ҫакӑн пек паха опыта илме вуншар регион килет. Тепӗр ҫул-йӗр – туянусене централизацилесси. Ҫак процесса цифрӑласси шучӗпе эпир паянлӑха туянусен ӗҫ-хӗлне йӗркелессин пуҫламӑш тапхӑрӗнче пӑтӑрмахсене сирсе пыма та пултартӑмӑр. Ҫакӑ йӑнӑша туллин кӑларса пӑрахма искусствӑлла интеллектпа усӑ курса малалла кайма май парӗ» – тесе палӑртса каланӑ сӑмаха пуҫарнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗ граждансене ӗҫ тӑвакан органсемпе харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑну тӑвакан органсемпе пӗрле йӗркелесси лайӑх практика пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ регион Пуҫлӑхӗ. «Ҫак ӗҫе пӗрле туса ирттерсен тӳрех кирлӗ йышӑнусем тума, ҫав вӑхӑтрах тӗрӗс, кирлӗ тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе хӑвӑртлатма тата ҫакна чылай тухӑҫлӑрах йӗркелесе пыма пултарайратпӑр», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Ертӳҫи.



14 января 2025
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter