Республикӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн Комплекслӑ программин управленийӗн цифра тытӑмӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарнӑ
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи Комплекслӑ программин мероприятийӗсене пурнӑҫламалли мониторингӑн цифра хатӗрӗ вырӑнне электронлӑ документ ҫаврӑнӑшӑн патшалӑх тытӑмӗн проект ӗҫ-хӗлне (УПД) тытса пымалли системипе усӑ курӗҫ.
«Комплекслӑ программӑпа пӗрле цифрӑллӑ сервиссемпе платформӑсем урлӑ пурнӑҫланакан тытӑма ҫӗннине нимӗн те кӗртмен. Вӗсемпе тахҫантанпах усӑ куратпӑр, вӗсем те хӑйсен тухӑҫлӑхне кӑтартрӗҫ. Ҫак программӑна малтанхи кунсенчех ҫакӑн пек сервиссем урлӑ пӗрле тытса пырӑпӑр. Тӗп тӗллев - республика пурнӑҫӗ пирки калакан тӗрӗс те туллин информацисем йӗркелесси. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвӗнче ҫакӑн пек тӗллеве палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ программӑпа ҫӗнӗ наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ май ҫак ӗҫе тӗплӗ, вӑхӑтра туллин пурнӑҫласа пырасси пирки уҫӑмлӑн калаҫса татӑлмалла пирӗн. Мониторинг тунӑ май, мероприятисене пурнӑҫа кӗртес ӗҫ епле пыни ҫине тимлӗх уйӑрӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикин цифра министрӗ Михаил Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, программа проекчӗсен статусӗсемпе, тӗллевӗсене епле пурнӑҫа кӗртсе пынине дашборд урлӑ тӗрӗслесе пырӗҫ. Тытӑмра хальхи вӑхӑтра 50 проекта пурнӑҫа епле кӗртсе пынине тӗрӗслеве илнӗ, хальлӗхе 4,5 пин ытла ҫынна унта кӗртнӗ.
Аса илтеретпӗр, Комплекслӑ программа проектне 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республикӑн Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче кӑтартнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, программӑн мероприятийӗсен хакӗ 1 трлн ытла тенкӗпе танлашма пултарать.
Вице-премьер Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, программӑна территорипе отрасль принципӗпе килӗшсе тӑрать, кашни муниципаллӑ йӗркеленӳре проектсемпе мероприятисене пурнӑҫа кӗртес енчен ӗҫлесе ирттернӗ. Унӑн уйрӑмлӑхӗ – пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан проектсен темиҫе ушкӑнне уйӑрни.
