Улатӑрпа Пӑрачкав округӗсенче Правительство кунне халалланӑ меропрятисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Улатӑрпа Пӑрачкав округӗсенче  Правительство кунне халалланӑ меропрятисене  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Округсен управлени командисемпе пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Правительство членӗсем 2024 ҫулта палӑртнӑ округсенчи аталану ҫул-йӗрӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ пӗрлехи ӗҫсен планӗсене тишкернӗ.

«Пирӗн тӗллев – пурнӑҫри мӗнпур аспектсене туллин тишкерӳ тӑвасси, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫса, кирлӗ пек тӗрӗс йышӑнусем туса хӑварасси. Кашнин ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе тӑратасси те тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ, вӗсем пурӑнакан вырӑн – хула, поселок е тата ытти те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесен палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитесси те часах. Правительство членӗсен конкретлӑ муниципалитет пӗрлӗхӗн спецификине туйса илме тӑрӑшмалла. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама хатӗрри, муниципалитет командине те, унта пурӑнакансене те ӗҫе явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ. Конкретлӑ ҫул-йӗрпе палӑртни пӗтӗмпех ӗҫлесе кайтӑр тесен, кашниех хӑй мӗн тумаллине, хӑш вӑхӑтра, мӗнле кӑтарту пулмаллине ӑнлантӑр. Ун чухне вара ҫитӗнӳ те пулатех», – теесе палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Правительство кунӗсем кӑҫалхи I кварталта пур округра та иртессине пӗлтернӗ вӑл сӑмаха май.

Муниципаллӑ йӗркеленӳсен интеграллӑ рейтингӗнче Улатӑр округӗ 26-мӗш вырӑн йышӑнать (Улатӑр хули – 7), республика экономикине 2023 ҫулта тӳпе хывнине 2,6% шайӗнче хаклаҫҫӗ, Пӑрачкав – 12-мӗш вырӑн, республика экономикине тӳпе хывнине 0,2% шутланать.

Мероприятисен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округсен администрацийӗсене кашни эрнере социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен, ярмӑрккӑсен хакӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрса тӗрӗслевре тытма хушнӑ. Тавар туса кӑларакансене регионти «Чӑваш Ен БлагоДарит» цифра платформи ҫине таварсем пирки хыпарсене вырнаҫтарма сӗннӗ.

Чӑваш Ен Строительство министерствине Чуварлей салинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулпа Кивӗ Эйпеҫри ял культура ҫурчӗн строительство ӗҫӗсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йӗркелеме каланӑ.

Пӑрачкав округӗн асӑннӑ тапхӑр валли нумай хваттерлӗ 4 ҫуртра пӗтӗмӗшле пурлӑха тӗпрен юсамаллине, районти культура керменӗн фасадне, федераллӑ пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объектне реставрацилемеллине палӑртса хӑварнӑ паянхи ларӑва пухӑннисем.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи шайӗнче 2030 ҫулччен кашни муниципаллӑ округра 10 мегапроекта пурнӑҫа кӗртсе хӑварма палӑртнӑ.

«Комплекслӑ программа шутне коммуналлӑ отрасльти, культурӑри, сывлӑх сыхлавӗнчи, вӗренӳри тата ытти сферӑри 2400 яхӑн инфратытӑм проекчӗ кӗрет. Улатӑр округӗнче 194 объект хута каять – ку вӑл ытти муниципаллӑ йӗркеленӳсенчен те нумайрах. Ҫав вӑхӑтрах бизнес-идейӑсем кунта питӗ сахал. Ҫавӑнпа та пирӗн ӑҫта ытларах потенциал пуррине пӑхмалла. Инвест-проектсем хатӗрлеме тӑрӑшмалла. Пирӗншӗн ҫӗр ҫинче ӗҫлеме пӗлекеннисем пӗлтерӗшлӗ, вӗсем нумай чухне ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑни те куҫ кӗретех», – тесе уйрӑмӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Пӑрачкав округӗнче – проект-драйвер «Гипсобетонлӑ строительство материалӗсемпе типӗ строительство хутӑшӗсен производствине йӗркелесси» пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех 10 округра суту-илӳ объекчӗсене (лавккасем, суту-илӳ центрӗсем) хута яма палӑртса хунӑ. 14 округра стационарлӑ мар суту-илӳ 22 объект ӗҫне пуҫарса ярасшӑн, ҫав шутра Пӑрачкаври объектсене те юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.



15 января 2025
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter