Улатӑрти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑх кӗртнин пӗтӗмлетӗвӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарнӑ

Улатӑрти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери обществӑлла  вырӑнсене хӑтлӑх кӗртнин пӗтӗмлетӗвӗсемпе  Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарнӑ

«Темӗнле йывӑр лару-тӑру пулсан та  палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлани яланах савӑнтарать. Пурне те пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫленӗшӗн, сиксе тухакан йывӑрлӑхсене туххӑмрах  ҫӗнтерме витӗм кӳнӗшӗн тав тӑватӑп»,  тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинче «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» приоритетлӑ проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗнче.

Комисси пайташӗсем проектсемпе палӑртнӑ хӑтлӑх кӳрекен объектсенче – Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх хула хутлӑхне туса хумалли ӑнӑҫлӑ проектсен VII конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем – ӗҫсене вӗҫленӗ тесе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.

Сӑмах кунта Ҫӗмӗрлери Пионер организацийӗ 50 ҫул тултарнӑ ячӗллӗ парк, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ельниковский паркӗ тата Улатӑрти Ленин урамӗнчи истори центрӗ пирки пырать.

Сӗнтӗрвӑрринчи «Государева тӑвӗ» тата Канашри  икӗ вокзал хушшинчи территорие тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлеме тӗллев лартнӑ.

Аса илтеретпӗр, «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» нацпроект шайӗнче иртекен конкурса хута яма пуҫланӑранпа республикӑри пӗчӗк хуласемпе истори тӑрӑхӗсене тирпей-илем кӗртмелли проектсем 15 хутчен ҫӗнтернӗ.

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 2030 ҫулччен тӑснӑ, ҫӗнӗ нацпроект йышӗнче «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм». Урамсене хӑтлӑх кӗртме пулӑшма Пӑрачкав салинчен заявка хатӗрлес ӗҫ халех пырать.



17 января 2025
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter