Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш пичечӗн кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш пичечӗн кунӗпе саламлани

Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! Сире Чӑваш пичечӗн кунӗпе саламлатӑп!

Професси ӑсталӑхӗ, анлӑ тавра курӑм, ҫынпа хутшӑнма тата тишкерӳ тума, информацин аслӑ юхӑмӗнче чи пӗлтерӗшлине тата ҫынсене кирлине шыраса тупма пӗлни, кӑткӑс темӑсене пурте ӑнланмалла уҫса пама пултарни – ҫакӑ пурте сирӗн ӗҫӗр пире, республикӑра пурӑнакансене, питӗ кирлине кӑтартса парать.

Сире пула эпир тӗнчере, ҫӗршывра тата республика пурнӑҫӗнче пулса иртекен пулӑмсене тӗрлӗ енлӗн те тӗрӗс хак пама пултаратпӑр, тӗплӗн шухӑшласа пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр, хамӑра пурнӑҫра кирлӗ информаципе усӑ куратпӑр.

Тӗнче, ҫӗршыв улшӑнать, эсир ытларах та ытларах ҫӗнӗ технологисемпе усӑ куратӑр, информацие сармалли ҫӗнӗ каналсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫав шутра социаллӑ сетьсемпе мессенджерсем те. Ҫакӑ пурте вулакансен аудиторине анлӑлатма, пӗлӳпе ӑсталӑха ӳстерме, ӗҫ-хӗлӗн урӑх енӗсене уҫма тата унчченхи пекех информацин паха ҫӑл куҫӗ пулса тӑма май парать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                   Олег Николаев



19 января 2025
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter