Чӑваш Енре пысӑк калӑпӑшлӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру пулман

Чӑваш Енре пысӑк калӑпӑшлӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру пулман

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев гражданла оборона, асӑрхаттару тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтермеллипе 2024 ҫулшӑн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли вӗренӳпе методика пухӑвӗнче пӗлтернӗ.

 «Патшалӑх влаҫӗн мӗнпур шайри органӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ӗҫлесе пынине кура,  асӑрхаттаруллӑ-профилактика мероприятийӗсене пурнӑҫлассипе тухӑҫлӑ ӗҫленине пула 2024 ҫулта республика территорийӗнче пысӑк масштаблӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру пулман. Ҫӑлавҫӑсен службин тытӑмӗнче чи кирли – ҫынсене ҫӑласси, тата вӗсен пурлӑхне упрама витӗм кӳресси», – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.  

Олег Николаев хальхи вӑхӑтра асӑннӑ сферӑра пӗтӗм ӗҫе  ҫӗнӗлле йӗркелесе пырас тапхӑр пҫланнине асӑннӑ. «Паянхи пурнӑҫра ӑнсӑртран сиксе тухакан хӑрушлӑхсем пысӑк тимлӗх уйӑрма хистеҫҫӗ.  Меропрятисене те ҫӗнӗлле йӗркелесе пымалла.  Ҫӗршыври лару-тӑрӑва тӗпе хурса, асӑрхаттару ӗҫӗсне те кулленех ирттермелле», – тенӗ вӑл.

Ҫак тӗллевпе республикӑн Комплекслӑ аталанӑвӗн планӗнче 2030 ҫулччен тивӗҫлӗ те кирлӗ мӗн пур мероприятие пӑхса хӑварнӑ.  «Шел пулин те, чылай вӑхӑт ҫак ыйтусем ҫине тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрман, ҫавӑнпа та тепре чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.  Пулас ӗҫӗн  пысӑк калӑпӑшне пурин те лайӑх ӑнланмалла.  Приоритетлисене чи малтан пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла. Граждансене пур хӑрушлӑхран та тивӗҫлӗ хӳтлӗхпе тивӗҫтерни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Вӑл иртнӗ ҫул «Хӑрушлӑхсӑр хула» АПК пилотлӑ эксплуатацине хута янине, вӑл 2025 ҫулта муниципалитетсенчи лару-тӑру тӑрӑх панӑ  пӗтӗмлетӳсене туллин пуҫтарс  тӗллевпе пур сегмента пухма май панине пӗлтернӗ: «Малалла, ку оперативлӑ тата ытти ӗҫ-пуҫра пур службӑна та тишкерме, усӑ курма май пулӗ.  Ку вара муниципалитет пӗрлӗхӗсен пӗрлешӳллӗ диспетчер службисен уҫӑмлӑ координацийӗ патне тунӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм», – тесе хакланӑ вӑл.

Раҫҫей МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта Чрезвычайлӑ лару-тӑру шучӗ икӗ хут чакнӑ. Ҫурхи ейӳ  вӑхӑтӗнче те пӑтӑрмахсем пулман.  Ҫав вӑхӑтрах шыв объекчӗсенче   инкек пулнӑ тӗслӗхсен шучӗ пысӑкланнӑ. Пурӗ ЧС, пушарсемпе пӑтӑрмахсене пула шыв ҫинче 94 ҫын  пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта хӳтӗлев сооруженийӗсен инвентаризацине тата ҫӗр айӗнчи пӳлӗмӗсене тишкернӗ, халӑха пӗлтермелли регионти тытӑм комплексӗсен муниципалитечӗсенче монтаж ӗҫӗсене туса ирттернӗ.  Уйрӑм хӳтлӗх медицина хатӗрӗсен запасне 100% таран туса хунӑ.

Иртнӗ ҫул васкавлӑ оперативлӑ службӑсене чӗнтерессипе тивӗҫтерекен тытӑма «112» пӗрлехи номерпе 718,8 пин шӑнкӑрав – талӑкне 2 пине яхӑн кӗнӗ. Республика Правительствин 2024 ҫулхи  авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Служба-112» штатри йыша 8 единица ӳстернӗ.



28 января 2025
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter