Cӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округра паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Правительство кунне ирттерет
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округра 18,9 пин ҫын пурӑнать. Вӑл республикӑри муниципаллӑ пӗрлешӳсен пӗрлехи рейтингӗнче 13-мӗш вырӑн йышӑнать, республика экономикине 2023 ҫулшӑн тӳпе хывни 0,5% танлашать.
Палӑртнӑ округ тавралӑх инфратытӑм илемлӗхӗпе тата историпе культура потенциалӗ енӗпе пысӑк кӑтартусемпе палӑрса тӑрать, ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Вӗсен пуласлӑхӗ те лайӑх. Вӑтам шайра – ҫут ҫанталӑк ресурсӗ, логистика, инвестици тата кадр потенциалӗ шутланать. Вӗсен промышленноҫпа АПК профилӗ те пур. Экономикӑна чи пысӑк тӳпе хываканӗ электротехника промышленноҫӗ, вӗсем ытларах пралуксемпе кабельсем туса кӑлараҫҫӗ.
«Кашни муниципалитетра эпир тӗп сферӑсенчи – ял хуҫалӑхӗпе строительствӑри, социаллӑ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сферӑри, медицинӑри, вӗренӳри ӗҫе мӗнле йӗркелемеллине куратпӑр. Анчах ҫакна тепӗр хут тишкерсе шута илни те кирлӗ. Пирӗн тӗллев – пур майсемпе те усӑ курасси. Ҫӗнӗ наци проекчӗсем шайӗнче ҫӗршыв аталанӑвӗн ҫитес ҫулсенчи ҫул-йӗрне палӑртнӑ Раҫҫей Президенчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн те хастар тӑрӑшмалла. Паллах ӗнтӗ, пурне те пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫсем те тупӑнчӗҫ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Олег Николаев округӑн администраци ертӳлӗхне утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025–2030-мӗш ҫулсенчи Комплекслӑ программи шайӗнче территорие анлӑн аталантармалли стратеги туса хатӗрлеме, ҫав шутра халӑх пурӑнакан вырӑнсене те, 2027 ҫул вӗҫлениччен инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарма, тавралӑха тирпей-илем кӗртме чӗнсе каланӑ. 2027 ҫулччен Строительство министерствипе Культура министерствине – А. Г. Николаев ячӗпе хисепленсе тӑракан музея тӗпрен реконструкцилеме витӗм кӳме хушнӑ. Коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли вырӑнсен реестрне актуализацилес ыйту та кун йӗркинчех тӑнӑ. ТКО полигонне виҫе тӗрӗслевӗн системипе тивӗҫтерессипе хастартарах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшма хушнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи шайӗнче 2030 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрри округӗнче 5,1 млрд тенкӗлӗх 20 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме палӑртса хунӑ, туризм, строительство тата ЖКХ, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ, потребитель рынокӗпе пулӑшу сфери енӗпе 67 инфраструктура проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ. Сывлӑх сыхлавӗ, культура, спорт, вӗренӳ, социаллӑ сферӑпа ӗҫ, экологи, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн рынокӗ енӗпе те чылай проект пурнӑҫа кӗресси паллӑ, вӗсене валли 6,9 млрд пӑхса хӑварнӑ.
Правительство кунӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров вырӑнти лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ, 2020–2024- мӗш ҫулсенчи кӑтартусем пирки чарӑнса тӑнӑ, 2025–2030-мӗш ҫулсем валли палӑртнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Анлӑ мероприятинче республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика пайӗнчи тӗп кӑтартусемпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин вице-премьерӗсем: Дмирий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов, Культура министрӗ Светлана Каликова, Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Инна Валкова паллаштарнӑ, пуласлӑх тӗллевӗсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.
Соцыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрри округӗн аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем шутӗнче пурӑнакансем ҫул-йӗр пахалӑхне ӳстернине, ЖКХ пулӑшӑвӗсен юрӑхлӑхӗпе пахалӑхне тата Интернет сечӗпе ҫыхӑнтарнине, кил ҫумӗнчи территорисене тытса тӑмалли условисене лайӑхлатнине, общество транспортне аталантарнине, ӗҫ рынокне стабилизациленине кураҫҫӗ.
«Эпир сирӗнпе паян ӗҫсен хальхи лару-тӑрӑвне тишкертӗмӗр, харпӑр хӑй хутшӑнӑвӑн пӗлтерӗшне ӑнлантӑмӑр, пур майсене те ӑнланса илтӗмӗр, чи пӗлтерӗшли вара Правительство сире кирек-епле ыйтӑва та уҫӑмлатса пама хатӗр пулни. Кашни ҫул-йӗрӗн ҫитӗнӗвӗ территори-ял, муниципалитет йӗркеленӗвӗн, хула йӗркеленӗвӗн ҫитӗнӗвӗнчен килет. Мӗн палӑртнине, уйрӑмах инфраструктура пайӗнче, муниципалитетӑн пӗтӗмпех тумалла. Эпир сире витӗм кӳме хатӗр. Чи приоритетлӑ ыйтусене палӑртмала. Вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑха туйса ӗҫлеме тивет. Хӑш-пӗр чухне пурин те пуҫтарӑнмалла, пӗр шухӑш патне пымалла та ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерсе ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлмалла. Аякран ыттисем килсе пулӑшассине кӗтсе лармалла мар, туххӑмрах йывӑрлӑхсене тупса, вӗсене татса парассишӗн алла-алӑн тытӑнса ӗҫлемелле», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрри округӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ чухне, малтанах вӑл Алексей Обрядин хресчен фермер хуҫалӑхӗпе паллашнӑ. Фермер форель ӳстерет. Хӑнасене «Кукашни» ансамбль кӗтсе илнӗ. Олег Алексеевич Алексей Обрядин ҫемйипе паллашнӑ, фермера Чӑваш Республикин Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.